Çамрăк çемьесене - свидетельство

Çамрăк çемьесене çуртпа тивĕçтерес ĕç районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. Кăçал «Кил-çурт» федераллă тĕллевлĕ программăпа 2936,8 пин уйăрнă, çав шутран федераци бюджетĕнчен - 930,1 пин, республика бюджетĕнчен - 1542,2 пин, вырăнти бюджетран 464,5 пин тенкĕ. Районти çамрăк çемьесем кил-çурт çавăрма е туянма свидетельствăсем илчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов ырлăх-сывлăх сунса Элĕкри Егоровсене, Хурăнсурти Никандровсене, Анат Юлăшри Прокопьевсене, Шапкинăри Сергеевсене, Ярушкăри Трофимовсене савăнăçлă лару-тăрура свидетельствăсем тыттарнă.



03 сентября 2014
13:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter