Ḉӳлтикасси ялĕнче ял уявĕ иртрĕ

Ḉурла уйĕхĕн 30-мĕшĕнче Ḉӳлтикасси ялĕнче ял уявĕ иртрĕ. Уява ял историйĕн кĕнекиĕ тухнине халаланă. Кĕнеке авторĕ Галина Михайловна Александрова нумай çул хушши Калайкассинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхи учитĕлĕ пулса ĕçленĕскер халĕ твĕçлĕ канура. Чăваш краевечĕсен союзĕн ертӳçи В.С. Стальял тата Чăваш халăх наукипе исккусство академийĕн президенчĕ Е. Ерагин автор ĕçне пысăк хак пачĕç, «За неустанные,  бескорыстные исследования» медальпе чысларĕç.

Уявра Вăрман-Ḉĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  те пулчĕ, кĕнекене пичетлесе кăларма пулăшнă спонсорсене тав хучĕсемпе паллă турĕ. Галина Александровăна Шупашкар район администраци пуçлăхĕн Хисеп хучĕпе саламларĕ.

Ял халăхне уяв ячĕпе Шупашкаркассинчи «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ тата Ḉӳлтикассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Палан» юрăпа ташă ушкăнĕсем хаваслă юрă ташăпа чылай вăхăт савăнтарчĕ. Уяв вăхăтĕнче тĕрлĕ конкурссем иртрĕç. Юбилярсене саламлареç.  Уяв, тутлă какай шӳрпипе сăйланă хыççăн, чăваш эстрадин çамрăк  юрăçсен концерчĕпе,  дискотекăпа вĕçленчĕ. (Шупашкар районĕ)



03 сентября 2014
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter