Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕсене ӳстермелли ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

 Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайне ӳстерессин ыйтăвĕсеме ĕçлекен ведомствăсен канашĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Налуксемпе çыхăннă ыйтусем пирки Федераци налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçин ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ  Ольга Никина тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикин бюджетне пĕлтĕрхи çулхипе танлаштарсан 3,6 процент чухлĕ налуксенчен укçа-тенкĕ ытларах кĕнине каланă. 2014 çул авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне, Раççей Федерацийĕн бюджет тытăмне 3 млрд. 564 млн. тенкĕллĕх парăм пухăннине асăннă. Парăмсен пайĕн çуррине банкрута тухма хатĕрленнĕ предприятисене пула, пуçтарăнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев организацисемпе предприятисене вăхăтра налуксене тӳлесе пыма чĕнсе каланă. Парăмсен чи пысăк виçи, тракторсем хатĕрлесе кăларакан заводсем çине ӳкет. «Чебоксарский завод промышленных тракторов» АУОра экономика тата финанс енĕпе ĕçлекен  директор Андрей Можанов хăйĕн сăмахĕнче парăмсем кредитсемпе çыхăннине пĕлтернĕ, процентсене тӳлессипе ытларах укçа-тенкĕ куçнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илнине палăртнă. Кун пирки Михаил Игнатьев, Раççей Президенчĕпе Владимир Владимирович Путинпа тĕл пулнă самантра та сӳтсе явнă пулнă. Ак тата нумаях пулмасть, Пĕтĕм тĕнче шайĕнче Сочире иртнĕ экономика форумĕнче те Раççейри чи паллă банк тытăмĕнче ĕçлекенсемпе канашланине аса илсе хăварнă. «Уйрăм ушкăнсем, завода пайăн-пайăн сутса яма та кăмăл тăваççĕ. Кун пек, производство пĕтĕмпех пĕтсе ларнă пулĕччĕ. Паллă, машинăсем хатĕрлесе кăларассипе çыхăннă ыйту пур çĕрте те кăткăс тăрать. Çапах та, предприятие салатса яма юрамасть. Пиншер çын ĕçсĕр тăрса юлĕç. Кун пек йышăну никам кăмăлне те çĕклемĕ», - тесе çирĕппĕн пĕлтернĕ Пуçлăх Михаил Игнатьев. Кун пек калаçушăн, Андрей Можанов Чăваш Ен Пуçлăхне тав сăмахĕ каланă. Енчен те завода реструктуризаци тусан, уйăхне  çитес çулта, 25-30 трактор вырăнне вĕсен хисепĕ 70  те çитме пултарассине нимĕн иккеленмесĕрех палăртнă. Федерацин патшалăх шута илĕвĕн, кадастрпа картографи службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи  Екатерина Карпеева çĕр лаптăкĕсене шута илнин тата куçман пурлăхсемшĕн налуксем тӳлемеллин йĕркисем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, муниципалитетсенче администраци пуçлăхĕсем ял тăрăхĕсенче пурлăхсене шута илессипе çыхăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе тăманнине каланă. Палăртнă ыйтупа Красноармейски, Муркаш, Çĕрпӳ районĕсен администраци пуçлăхĕсем калаçнă. Патшалăхпа муниципалитет пурлăхĕсенчен Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне кĕрекен тупăшсем пирки, Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин чарăнса тăнă. Министр палăртнă тăрăх, кăçалхи çул 8 уйăх хушшинче  куçман пурлăхсенчен, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне 1,6 млрд.тенкĕ патнелле укçа куçнине асăннă. Республика Пуçлăхĕ паха ĕçлесе пыракан муниципалитета тĕслĕх вырăнне, Муркашсене палăртнă. Муниципалитетсен ертӳçисене палăртнă ыйтусемпе пĕлсе кирлĕ пек ĕçлесе пыма, куллен куçран вĕçертмелле маррине асăрхаттарса хăварнă. Чăваш Республикин Тĕрĕслев Управленийне муниципалитетсенчи пурлăха приватизацилес ĕçĕн планне, çулталăк вĕçленнĕ тĕле еплерех тултарнине тĕплĕн тишкерме хушса хăварнă.

.



30 сентября 2014
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter