Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи таможня управленийĕн ертӳçипе Сергей Рыбкинпа тĕл пулнă

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи таможня управлеийĕн ертӳçипе Сергей Рыбкинпа ĕçлĕ тĕл пулу йĕркелесе ирттернĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва çавăн пекех Чулхула таможня ертӳçи Юрий Лушников тата Чулхула таможнин пуçлăхĕн çумĕ – Чăваш Енри таможня посчĕн ертӳçи Марат Гараев хутшăннă. Сергей Рыбкин хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енре экспортпа импорт ĕçĕсен калăпăшĕ питĕ пысăк пулнине асăннă. Тĕнчере тата Раççейре пулса иртекен лару-тăрăва пула, Атăлçи тăрăхĕнче те экспорт таварĕсем ӳссех пынине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чăваш Енри таможня посчĕн ĕçне пысăк хак панă. Эффективлă ĕçлесе пырса лайăх кăтартусемпе палăрнине асăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра хими, машинăсем калăплассинче, электротехника таварĕсем кăларас тытăмра экспортпа ипортсен  калăпăшĕ пысăкрах пулнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Çĕмĕрле хулинче ятарлă автомашинăсем, техникăсем калăпласа кăларасин калăпăшĕ икĕ хут та ӳссе кайнине палăртнă. Тĕл пулу самантĕнче Сергей Рыбкин Чăваш Республики тĕлĕнмелле хитре улшăнса пынине асăннă, Шупашкар таса та илĕртӳллĕ, пĕр тан лайăх аталанса пыракан хула тесе каласа хăварнă. Тĕплĕнрех



30 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter