Республика ертӳлĕхĕ Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсен ветеранĕсене Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе саламланă

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Александр Иванов ҫывхарса килекен  Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе, хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацинче тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Аппаратĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, сумлă ентешсене, ветерансене саламланă. Çак уяв Тӑван ҫӗр-шыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ, хӑйсен паха опытне тата пурнӑҫри ӑсне ҫамрӑксене паракан аслӑ ӑру ҫыннисем ҫине патшалӑх уйрӑмах тимлӗн пӑхнине ҫирӗплетсе па Тӑван ҫӗр-шыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ, хӑйсен паха опытне тата пурнӑҫри ӑсне ҫамрӑксене паракан аслӑ ӑру ҫыннисем ҫине патшалӑх уйрӑмах тимлӗн пӑхнине ҫирӗплетсе панине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Александр Иванов. «Сирӗн пурнӑҫри паха тĕслĕх, кӑмӑл-сипет, пысăк тавракурăмпа тарӑн ӑсӑр паянхи ҫамрӑк ăрăва пурнӑҫа лайӑхрах пӗлме, лайăх ӗҫсем тума, обществӑна усӑ кӳме пулӑшаҫҫӗ», - тенĕ Александр Иванов. Пухăннă ĕçтешсем республика ертӳлĕхне çакăн пек ырă сунса кĕтсе илнишĕн тав сăмахĕсем каланă. Тӗплӗнрех

 



30 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter