Хамăр çине илнĕ мĕн-пур социаллă тивĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă, малашне те пурнăçлăпăр

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн икĕ ыйту пăхса тухнă: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2016 тата 2017 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пурне те тивӗҫлӗ меди­цина страхованийӗн территори фончӗн 2015 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2016 тата 2017 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен" калакан саккун проекчĕсене тишкернĕ. Укçа-тенкĕ енĕпе çыхăннă тĕп ĕç хучĕсене видеоконференци мелĕпе пăхса тухнă. Асăннă ĕçе республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.  Ыйтăвпа çăмăлах мар вăхăтра йышăнса хăвараççĕ пулин те, пĕтĕмĕшле пăхас пулсан, социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ граждансен социаллă ыйтăвĕсене пĕтĕмпех пурнăçласа пынине каланă.  «Пирĕн республика бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ. Эпир хамăр çине илнĕ пур яваплăха та пурнăçланă, малашне те пурнăçлăпăр», - тесе çирĕппĕн пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Проекта патшалăхăн 15 программине тĕпе хурса тăкакланмалли пирки асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ район администрацийĕсен ертӳçисене муниципалитетсенче бюджета тултарассипе тимлĕ, эффективлă ĕçлесе пыма хушса хăварнă. Вăл çавăн пекех, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пуласси пирки асăннă. «Хăй вăхăтĕнче, Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Владимирович Путинпа тĕл пулнă самантра, эпĕ хăш-пĕр ыйтусене тăратнăччĕ, халĕ вĕсемпе кирлĕ пек хушусем те йĕркеленĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2016 тата 2017 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккун пректне тăратнă. 2015 çулта республика бюджечĕн тупăш пайĕ 33,4 млрд. тенкĕпе танлашĕ, 2016 çулта - 35,3 млрд. ,  2017 çулта - 36,9 млрд. тенкĕ пулĕ. Палăртса хунă тăрăх, республика бюджечĕн  харпăрхăй тупăшĕ 2015 çулта - 6,5%, 2016 çулта - 6,6%, 2017 çулта - 7%. ӳсессе шантарать.  Республика бюджечĕн тăкаксен пайĕ: 2015 çулта - 36,8 млрд. ,  2016 çулта - 37,7 млрд., 2017 çулта - 39,5 млрд. тенкĕ пулĕ. Вĕренӳ тытăмне 2015 çул валли укçа-тенкĕне 11 054,3 млн., сывлăх сыхлавне - 6770,3 млн.  тенкĕ уйăрма пăхнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусемпе тивĕçтермелли мерăсене пурне те кирлĕ пек упранса юлнă. Çул-йĕрпе çыхăннă тытăма самаях укçа-тенкĕ куçĕ. Чăваш Республикин Çул-йĕр фондчĕн укçа калăпăшĕ 2015 çулта - 2570,3 млн., 2016 çулта - – 2638,8 млн., 2017 çул валли - 3279,4 млн. тенкĕ палăртса хунă. Республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, агропромышленноç комплексне аталантарса пыма самай укçа-тенкĕ пăхса хăварни сисĕнет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пурне те тивӗҫлӗ меди­цина страхованийӗн территори фончӗн 2015 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2016 тата 2017 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен" калакан саккун проектне тăратнă. Çитес, 2015 çулта кăçалхипе танлаштарсан, тăкаксен пайĕ - 3,3 процент чухлĕ ӳсет, 2016 çулта  - 5,5 процент,  2017 çулта – 11,3 процент пулĕ.

 



30 сентября 2014
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter