Чăваш Ен коммерцисĕр арендăна илмелли çурт-йĕрсем хута ярасси проекта пурнăçлакан пилотлă регион шутне кĕме хатĕр

 Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Думин депутачĕпе, пурăнмалли çурт-йĕр политикин тата коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлесе пыракан Комитетăн председателĕн çумĕ Елена Николаевăпа тĕл пулнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхне модернизацилесе аталантарас енпе çыхăннă ыйтусене  сӳтсе явнă, граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси пирки канашланă.  Елена Николаева хăйĕн сăмахĕнче, хальхи вăхăтра асăннă ыйтупа ĕçлекен Комитет çуртсене арендăна парас енĕпе коммерцилле мар Фонд йĕркелесе ярассипе тимлĕн ĕçлесе пынине асăннă. «Палăртнă ыйту пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшĕн çĕнĕ йĕрке пулĕ. Уйрăм граждансем хваттерсене пĕтĕмпех тӳлесе илеймеççĕ пулсан, вĕсене шăпах çакнашкал форма вырăнлă пулĕ», - тесе палăртса хăварнă хăйĕн сăмахăнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Елена Николаева.  Çак ыйтупа Чăваш Ен, шăпах пилотлă регион шутне кĕрсе, проекта пурнăçа кĕртме пултараяссине каланă. Çакнашкал çуртсене хăпартас ĕçре, инвесторсен хваттерсен мĕн-пур хакĕнчен, хăйсен те 10 процентне тӳлеме тивĕ. Çакнашкал тĕслĕхе, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă хваттерсенчен куçарас ыйтура та ĕçе кĕртме пулĕ.  Саккуна кĕртсе хăвармалли ыйтусене эпир çитес сессинче пĕтĕмпех тăратăпăр», - палăртнă Елена Николаева. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă ыйтупа килĕшсе, Чăваш Республики пилотлă проекта кĕрсе юлма хатĕр тăнине асăннă. Тĕл пулура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне модернизацилес ыйтусене те сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Патшалăх Думи çумĕнчи Комитет председателĕн пĕрремĕш çумне Чăваш Енре управляющий компанисен ĕçĕсене çивĕч тĕрĕслесе пырса тӳрре кăларса пынине каланă,  сумлă хăнана пĕр-пĕринпе уççăн калаçнишĕн, малашне те ăнланса ĕçлесе пырассине шанса, тав сăмахĕ каланă.

 Тĕплĕнрех



04 сентября 2014
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter