Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрне районне çитсе килнĕ

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрне районне çитсе килнĕ. Кунта, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, (1989-1991çç) СССР халăх депутачĕ, Чăваш Республикин тата Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданĕ, аграри ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ СССР Аслă Канаш Комитечĕн членĕ, «Ленинская искра» колхоз председателĕ Аркадий Павлович Айдака асăнса, палăк уçнă. Унăн ӳт-пĕвне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, паллă ăсчах Владислав Немцев ăсталанă. Палăка район çыннисем ыр кăмăллăх укçи-тенкипе пуçтарса çĕклесе хăпартнă. Çак паллă пулăма спонсорсем те пулăшу кӳнĕ. Палăка асăнса митинга уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче,   Аркадий Айдак яланах хăйĕн тăслĕхĕпе, çитĕнекен ăрăва çĕр-шывшăн тивĕçлĕ граждан пулса çитĕнме вĕрентсе пынине каланă. «Вăл яланах кашни çын тӳрĕ кăмăллă пултăрччĕ тесе тăрăшнă. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипех пурнăçланă. Яланах пурне те туслă, пĕрне-пĕри ăнланса мирлĕ пурăнма вĕрентнĕ, кашни çемьере кăмăл-сипет енчен мăшăрсем ырă чунлăх хуçалантăр тенĕ», - палăртса каланă республика Пуçлăхĕ.  Хаклă çынран, «Ленинская искра» председателĕнчен пуян опыта вĕренсе юлнине уйрăммăн асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл тăтăшах, унпа тĕл пулса калаçнине аса илнĕ.   Яланах, хаваспах мĕн кирлине вĕренме хатĕр пулнине каланă. «Аркадий Айдак чăваш халăх ятне чăнласах та çӳлтен-çӳле çĕклеме пултарчĕ. Вăл ĕмĕрех, çынсене хăйĕн паха тĕслĕхĕпе, çĕре юратса ĕçлени пархатарлă тивĕç пулнине каланă. Тăван тавралăха илем кӳртессипе сахал мар вăй хунă. Унăн, харпăрхăй хуçалăхĕнче те яланах тирпейлĕх хуçаланнă», - тесе палăртса каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, калаçу пуçарнă чухне, Етĕрне районĕнчи нумай ялсенче культура çурчĕсене çĕклесе лартма шăпах, вăл  Аркадий Айдак витĕм кӳнипе асăннă. Аркадий Айдакăн мăшăрĕ, Людмила Андреевна Чăваш Ен Пуçлăхне чĕререн тухакан сăмахсемпе тав тунă. Хăйĕн, мăшăрĕн сăмахĕсене аса илсе çапла каланă: «Маншăн кашни кун уяв пекех, мĕншĕн тесессĕн манăн юратнă ĕç пур. Тепĕр тесен ĕç те мар, шăпах пултаруллăх, вăл ĕнтĕ - кăмăла çĕклекенни. Нимĕнле пĕчĕк кăлтăксене курмасăрах, пурнăçа хакласа малалла хаваспах утма чĕнсе пырать, чун яланах хĕпĕртесе малалла ăнтăлать», - тенĕ.  Хыççăн, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 30-60-мĕш çулсенче хăпартса лартнă çуртсем пек, чăвашсен чăн-чăн хуçалăхри пек илĕртӳллĕ çуртсен пуянлăхне пăхса çаврăннă. Асăннă чăвашсен культура тата историне хакласа, музея 1983 çулта йĕркелесе янă. Çак шухăшăн авторĕ те, шăпах чăвашсен паллă, сумлă çынни   Аркадий Айдак пулнă. 2013 çулта çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме, республика бюджетĕнчен 1 млн. 198 пин тенкĕ уйăрнă пулнă. Палăртнă пулăшупа çуртсен таврашне пĕтĕмпех çĕнĕрен çĕклесе лартнă. 2014 çулта «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсене аталантарса пырас» программăпа килĕшӳллĕн гранта тивĕçсе 710 пин тенкĕллĕх пулăшу куçарнă. Музейра çак укçасемпе тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕсене йĕркеленĕ, тури чăвашсен тумĕсене çĕлеттернĕ. Етĕрне хулинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АвтоВАС»  акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе кăсăкланнă,  автостанцирен автобуссем 21 маршутпа çула тухаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Етĕрнери пасар ĕçĕпе те паллашнă, ял хуçалăх таварĕсем пуррипе çуккине пăхса çаврăннă. Хулари нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çынсемпе тĕл пулнă, вĕсене пăшăрхантаракан ыйусене итленĕ. Халăх çуртсем таврашĕнче спорт хатĕрĕсене вырнаçтарма ыйтать, хăшĕ-пĕрисем нумай хваттерлĕ çуртсене пĕтĕмпех тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерменнишĕн пăшăрханать. Етĕренри К.В. Волков ячĕллĕ тĕп больницăра Михаил Игнатьев  уйрăм пӳлĕмсене пăхса çаврăннă, врачсемпе тата кунта сипленме килнĕ çынсемпе калаçнă. Ĕçлекенсем, больницăра пур услови те çителĕклĕ, халăх вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине каланă. Ачасене сыватакан врачсен ытларах çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыма, ун чухне сывлăх тата та çирĕпрех пулĕ тесе вĕрентмелле. Етĕрне районĕнче пухăннă активпа социаллă экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ канашлу йĕркелесе ирттернĕ. Пуçлăх палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле илес пулсан, муниципалитет ырă улшăнусем туни куç кĕретех пулнине каланă. Паллах, хăш-пĕр ыйтусене пĕтĕмпех пурнăçламанни сисĕнет, вĕсене те çитес вăхăтсенчех пĕтĕмпех татса пама хушса хăварнă. Кăçалхи çул 7 уйăх хушшинче пурнăçланă ĕçсем пирки администраци пуçлăхĕ Владимир Кузьмин тĕплĕн паллаштарнă. Канашлура тухса калаçакансем хушшинче: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн общество организацийĕн председателĕ Ольга Зайцева пулнă.  Канашлу вăхăтĕнче халăх тăратнă ыйтусем çине хурав панă, патшалăх тивĕçтерекн пулăшусем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Пысăк хăвăртлăхпа çӳретмелли магистраль проектне ĕçе кĕртессине, шкул çивĕттине витесси, ФАП хута ярасси, усал каяшсене вырăнтан илсе тухас ĕçе йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



04 сентября 2014
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter