Патшалăх хапăрлăхне уйăрман çĕр лаптăкĕсем çинче Чăваш Ен эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕрсем хута яма палăртать
Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РЖС» Фондчĕн генеральнăй директорĕпе Александр Браверманпа Мускавра ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу тапхăрĕнче республикăри пурăнмалли çурт-йĕр строительствин проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынин ĕç кăтартăвĕсем пирки канашланă. Патшалăх хапăрлăхне уйăрман çĕр лаптăкĕсем пирки ыйтусене федераллă саккунпа килĕшӳллĕн усă курмалли çинчен сӳтсе явнă. Ыйтăва 2014 çулта çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче 171№-лĕ федераллă саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçлама палăртнă. Александр Браверманн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «РЖС» Фондчĕ хушшинче йышăннă килĕшĕве тĕпе хурса, ыйтусене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Калăпăр, килĕшӳ ĕç хутне тĕпе хурса, Шупашкарта 6,3 га çĕр лаптăкĕ çинче 4 пурăнмалли çурт-йĕр хута янине палăртнă, унтах икшер ача сачĕ вырнаçтарнине асăннă. 2011 çулта Çĕрпӳре 5 га çĕр лаптăкĕ çинче 11 коттедж çĕклесе лартнă. Хальхи вăхăтра вăл хуларах 20 га çĕр лаптăкĕ çинче нумай хваттерлĕ 10 çурт тата уйрăммăн пурăнмалли 16 ятарлă çурт хута ярассипе ĕçсем пыраççĕ, асăннă ыйтăва 2018 çул тĕлне пĕтĕмпех татса пама палăртса хунă. 50 проценран кая мар çуртсем эконом-класслă пулĕç. 2013 çулта 30 хваттерлĕ пурăнмалли çурта хута янă, 2014 çулта çу уйăхĕнче пурăнмалли çуртра 30 хваттерлĕ блок-секци хăпартса лартнă, çĕртме уйăхĕнче – 16 коттедж çĕклесе хăпартнă, 2014 çулта раштав уйăхĕнче 60 хваттерлĕ пурăнмалли икĕ çурт ĕçе кĕртме палăртса хунă. 2013 çулта чӳк уйăхĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне Раççей Федерацийĕн харпăрлăхĕ çинче тăракан пурлăха, Çĕрпӳ районĕнче вырнаçнă 44 га çĕр лаптăкне куçарса ĕçе кĕртме ирĕк панă. Хальхи вăхăтра асăннă çĕр лаптăкĕ çинче эконом-класслă хваттерсем хăпартма проект ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Унсăр пуçне пурăнмалли çуртсем çĕклеме 9 вырăна палăртса хунă, вĕсем те федераци харпăрлăхĕ çинче тăраççĕ. Раççей Федерацийĕн Çĕрсен кодексне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн, патшалăх хапăрлăхне уйăрман çĕр лаптăкĕсем çинче эконом-класслă пурăнмалли çуртсем çĕклесе лартма май парĕ. Михаил Игнатьев Александр Браверманна Чăваш Республикин территорийĕнче производство объекчĕсем вырнаçтарма тата пурăнмалли çуртсем çĕклесе лартма 304,49 га çинчи 85 çĕр лаптăкне саккунпа килĕшӳллĕн, вăя кĕртме майсем пăхса тухма сĕннĕ. 55,4 га лаптăк çинче вырнаçнă 18 вырăна валли ĕç хучĕсене йĕркелесе çитернĕ, вĕсенчен виççĕшне – пилотлă лаптăксем вырăнне усă курма палăртнă. Вĕсем: Шупашкарти Гайдар урамĕнчи 0,4668 га çĕр лаптăкĕ, Канаш хулинчи Восточнăй пĕчĕк районти 9,4552 га, Улатăрти - 0,28 га çĕр вырăнĕ. Калаçу вăхăтĕнче проектсене пурнăçа кĕртессин тапхăрĕсем пирки сӳтсе явнă. Михаил Игнатьевпа Александр Браверманн Чăваш Республикипе пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантрас енĕпе витĕм кӳрекен Федераллă фондпа пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки калаçса татăлнă. Тĕплĕнрех