Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче наци паттăрĕ, СССРăн виççĕмĕш космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ А.Г.Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă наци паттăрĕ, СССРăн виççĕмĕш космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ А.Г.Николаев çуралнăранпа  85 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Мероприятие  космонавтăн хĕрĕ Елена Андрияновна Терешкова-Николаева,  Елена Терешкова-Николаевăн  мăшăрĕ тата ывăлĕ Андрей, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Алексей Архипович Леонов,  Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Петр Ильич Климук, Раççей Федерацийĕн летчик-космонавчĕ, РФ Геройĕ Олег Викторович Новицкий, РФ летчик-космонавчĕ, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Юрий Михайлович Батурин,  СССР летчик-космонавчĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Яковлевич Соловьев, космонавтсене хатĕрлеме пулăшакан Ю.А. Гагарин ячĕллĕ наукăпа тĕпчев центрĕн аппарат ертӳçи Виктор Иванович Плакида тата ытти официаллă хăнасем, республикăра пурăнакансем пуçтарăннă. Митингра тухса калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин паллă ентешĕмĕрпе чăнахах та мухтаннине, мăнаçланнине каланă.  «Чăваш халăхĕн аслă çыннăмăрĕ пурăннă пулсан, паян вăл 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Андриян Григорьевич мал ĕмĕтлĕ, тĕллевлĕ, ĕçчен те ырă, мухтава тивĕçлĕ çын. Унăн паттăрлăхне кура, Чăваш Ен çинчен тĕнчипех пĕлчĕç. Чăваш çĕрĕнче çуралнă виççĕмĕш номерлĕ космонавт наци паттăрĕ кăна мар, пĕтĕм тĕнче пĕлекен тата юратакан çын пулса тăчĕ!», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Елена Терешкова-Николаева Чăваш Ен çынисене, унăн ашшĕне çакăн пек пысăк хисеп тунишĕн чĕререн тав тунă. «Яланах, Чăваш Ене эпĕ пысăк хумханупа килетĕп. Паян, ытти чухнехинчен икĕ хут та ытларах хумханатăп. Пысăк, паллă пулăм. Атте пурăннă пулсан, 85 çул туртарнă пулĕччĕ. Ырă та пархатарлă чăваш çĕрĕ çинче унăн чи çывăх тусĕсем, тăванĕсемпе пĕр ялта пурăннă çынсем пухăннă. Атте, Чăваш Енре çуралса ӳснишĕн яланах мăнаçлантчĕ. Вăл яланах, эпĕ - чăн-чăн чăваш», - тесе аса илнĕ ашшĕн сăмахĕсене Елена Терешкова-Николаева.  Пухăннă шкул ачисене Андриян Николаев пек  çирĕп пурнăç çулне утса тухма вăй-хал суннă. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Алексей Архипович Леонов Андриян Николаевăн пурнăç шăнăрĕн тытăмĕ çинчен каласа хăварнă: «Чăваш Ене юратса пурăнатăп, Раççее шанатăп!», - тенĕ яланах паттăр летчик-космонавт. «1944 çулта шкул пĕтернĕ хыççăн, Андриян техникума вĕренме кĕнĕ. Анна Алексеевна, унăн амăшĕ кĕнеке сумкине çиме тăватă çĕр улми чиксе панă пулнă. Çакăнтан пуçланнă та унăн пурнăçĕ. Вăл пуринчен те ытларах пĕлсе тăнă, пурнăçра мĕн кирлине пĕтмпех харпăрхăйĕн тумаллине», - тесе аса илнĕ унăн сăмахĕсене Алексей Леонов. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Петр Ильич Климук хăйĕн савăк кăмăлĕ çинчен каласа хăварнă: «Эпĕ 15 çул хушши Чăваш Енре пулман. Паян хам куçпа курса савăнтăм. Самолетпа вĕçсе килнĕ чухне, уй-хирсем çине пăхса киллентĕм. Мĕн тери аван ял хуçалăхĕ аталанса пырать. Эпĕ, чăнахах та Раççейре çакăн пек Чăваш Республики пулнишĕн мăнаçланатăп», - тесе хавхаланса пĕлтернĕ хăйĕн савăнăçĕ çинчен сумлă хăна. Чăваш Республикинче космонавтсен юхăмне аталантарса пырас енĕпе йышăннă проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртессипе пысăк витĕм кӳнишĕн, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЛУКОЙЛ-Волганефтепродукт»  ООО генеральнăй директорне Илья Бородина Тав çырăвне парса хисеп тунă. Космонавтсене хатĕрлеме пулăшакан Ю.А. Гагарин ячĕллĕ наукăпа тĕпчев центрĕн аппарат ертӳçи Виктор Иванович Плакида историшĕн паллă пулăма, анлăлатас ĕçре пысăк тӳпе хывнишĕн Александр Тукмакова, музей директорне диплом парса чысланă. Пысăк хăнасем Сĕнтĕрвăрринче космонавта хисеп туса ирттернĕ спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисене саламланă пулăма хутшăннă,  Андриян Григорьевич Николаева асăнса, унăн вил тăпри çине шăплăха тытса, чĕрĕ чечек çыххисем хунă. Шуршăлта торжествăлла митинг вĕçленнĕ хыççăн,  республика Пуçлăхĕ Елена Терешкова-Николаевăпа тата  летчик-космонавтсемпе Шупашкарти А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ 10№-лĕ шкула çитнĕ, торжествăлла линейкăна хутшăннă.

 Тĕплĕнрех



05 сентября 2014
18:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter