Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр

Чăвашран тухнă пĕрремĕш космонавт – Андриян Григорьевич Николаев – чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр. Кăçал вăл, пурăннă пулсан, 85 çул тултаратчĕ.                        

Çав куна халалласа Çуткул шкулĕнче   уçă урок иртрĕ. «Чăваш ятне çÿле çĕкленĕ паттăр» ятпа хатĕрленĕ презентацие пăхса ачасем чаплă, мухтавлă ентешĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. А.Г. Николаева чунри иксĕлми вăй-халĕ тата талпăнăвĕ, çавăн пекех техника пĕлĕвĕ анлă пулни  космонавтсен отрядне лекме пулăшнă. 1960 çулта  Юрий Алексеевич Гагаринпа, Герман Титовпа, Павел Поповичпе, Валерий Быковскипе тата Григорий Нелюбовпа пĕрле А. Г. Николаева (пурĕ 6 çынна) космонавтсен ушкăнне илнĕ… Мĕн чухлĕ вăй хуман-ши пулас космонавтсем. Çирĕп сывлăх та, тарăн пĕлÿ те, чăтăмлăх та кирлĕ чăн-чăн космонавт пулас тесессĕн. Çакна ачасем видеоролик  пăхса А.Г. Николаев хăй каласа панинчен  пĕлчĕç.

А.Г. Николаев ячĕ пĕтĕм тĕнче историне кĕрсе юлчĕ, унăн чыслă ячĕ наукăпа техникăн чи пултаруллă ĕçченĕсемпе пĕр ретре тăрать. Вăл – чăн-чăн паттăр! Паттăрсен ячĕсем вилĕмсĕр! (Елчĕк районĕ)



05 сентября 2014
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter