Чăваш Енре Андриян Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа торжествăлла мероприятисем ирттереççĕ

  Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енре чăваш çĕрĕнче çуралнă виççĕмĕш номерлĕ космонавт наци паттăрĕ, СССРăн виççĕмĕш космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ А.Г.Николаев çуралнăранпа  85 çул çитнине халалласа  торжествăлла мероприятисем иртеççĕ.  Республикăна мероприятисене хутшăнма, сумлă ентешĕмĕрĕн  хĕрĕ Елена Андрияновна Терешкова-Николаева, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Алексей Архипович Леонов,  Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Петр Ильич Климук, Раççей Федерацийĕн летчик-космонавчĕ, РФ Геройĕ Олег Викторович Новицкий, РФ летчик-космонавчĕ, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Юрий Михайлович Батурин,  СССР летчик-космонавчĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Яковлевич Соловьев, космонавтсене хатĕрлеме пулăшакан Ю.А. Гагарин ячĕллĕ наукăпа тĕпчев центрĕн аппарат ертӳçи Виктор Иванович Плакида тата ытти официаллă хăнасем килсе çитнĕ.



05 сентября 2014
15:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter