Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Финансист кунĕ ячĕпе саламлани

Республикăри финанс сферин хисеплĕ ĕçченĕсем!

 

Сире професси уявӗ – Финансист кунĕ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕнче ĕçлекенсем яланах сумлă вырăнта пулнă. «Укçа шута юратать» тесе халăхра ахальтен каламаççĕ.

Паян республикăра шайлашуллă та çирĕп финанс тытăмĕ йĕркеленнĕ. Вăл патшалăх программисене пурнăçлама вăхăтра укçа-тенкĕ уйăрма, социаллă хÿтлĕх ыйтвĕсене туллин тивĕçтерме май парать.

Вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, спорт, экономика сферисене аталанма уйăракан тата ял-хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене пулăшас, ял-хула урамĕсене тирпей-илем кÿртес тĕлĕшпе уйăракан укçа-тенкĕ виçи çулсерен ÿсет.

Нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, тăлăх ачасене, çамрăк специалистсене пулăшас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăннă.

Общество укҫи-тенкине тытса пырас енӗпе Чăваш Республики тĕнчипе паллă Moody's тата Fitch Ratings авторитетлă агентсвăсен çÿллĕ шайри кредит рейтингне тивĕçнĕ.

Финанс сферин ĕçченĕсемпе ветеранĕсене хăйсен професси тивӗҫĕсене чыслăн тата яваплăн туса пынишĕн тав сăмахĕ калатăп.

Пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем, телей тата тулли пурнăç сунатăп.

 

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                          М. Игнатьев



08 сентября 2014
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter