Чăваш çĕрĕн сумлă ывăлĕ

Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ Андриян Николаев пурăннă пулсан 85 çул тултарĕччĕ. Унăн ячĕ Чăваш Ен тата Раççей историне ĕмĕрлĕхех юлнă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шуршăл ялĕнче мемориал комплексĕ умĕнче митинг тата район прессин фестивалĕ иртнĕ. Чăваш Ене пысăк сумлă делегаци килсе çитнĕ. Хăнасем паллă ентешĕмĕр çуралса ÿснĕ çурта кĕрсе курнă, йывăçсем лартнă. Совет Союзĕн икĕ хут геройне А.Николаева халалласа Чăваш Енре тата Раççейре тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Элĕкри ача-пăча библиотекинче те «Космосăн чĕрĕ легенди» тата «Чăваш çĕрĕн сумлă ывăлĕ» информаципе тавра курăма ÿстермелли сехет ирттернĕ.



08 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter