Малтисен йышне кĕнĕ

ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерствин коллегийĕн ларăвне Чăваш Енĕн Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă.

В.Аврелькин министр республикăри промышленность комплексĕн 7 уйăхри кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ. "Комплекс пĕлтĕр те аван ĕçлерĕ. Кăçал та кăрлач-утă уйăхĕсенчи кăтарту лайăх. Промышленность производствин индексĕ 105,7 процентпа танлашрĕ, тирпейлекен производствăра - 107,2 процент. Пирĕн республика индекс шайĕпе федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă", - пĕлтернĕ вăл. Экономикăн 12 тĕп отраслĕнчен тăххăрăшĕ (çур çулта - 7) производствăна ăнăçлă аталантарнă.

Елчĕк районĕнче тирпейлекен производствăн индексĕ кăçалхи 6 уйăхра 117,7 процентпа танлашнă.



Елчĕк ен хаçачĕ
08 сентября 2014
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter