Канаш районĕ: çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕçлеме вăй-хăват вырма ĕçченĕсене

Кĕрхи кунăн кашни уяр саманчĕпе усă курса, тĕшĕллĕ культурăсене вăхăтра пуçтарса кĕртме тăрăшаççĕ ООО «Маяк» хуçалăх ĕçченĕсем.  Шелттем ял тăрăхĕнчи библиотекăпа культура аталанăвĕн центрĕнче ĕçлекенсем ООО «Маяк» хуçалăх ĕçченĕсене апат вăхăчĕпе усă курса хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕç. А.И. Федотова, Е.Н. Иванова, В.А. Николаева   çĕр ĕçĕнче  нумай çул хушши  вăй хурса  тăрăшнăшăн ырă та ăшă сăмахсемпе саламларĕç, юрă парнелерĕç.   Çак самант  малалла  та çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕçлеме вăй-хăват патăр вырма ĕçченĕсене. 



09 сентября 2014
11:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter