Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутăнче Раштав тата Çĕнĕ çул уявĕсене халалласа ирттернĕ спорт тата ытти культура мероприятийĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов уявсенче республикăра кăлтăксем пулманнине пĕлтернĕ. Лару-тăрăва полици ĕçченĕсем çирĕп асăрхаса тăнине асăннă. Пурĕ Чăваш Енре 600 яхăн тĕрлĕ спорт, культура мероприятийĕсем иртнĕ, вĕсенче 110 пин çын хутшăннă. Обществăлла вырăнĕсенче 1,5 пин полици ĕçченĕсем хурав тăнă. Унсăр пуçне Шалти ĕçсен министерствинчен 500 шалти  войскари çар çыннисене явăçтарнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов уяв тапхăрĕнче культура учрежденийĕсенче кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 1800 мероприяти йĕркеленине, вĕсенче 450 пин çын хутшăнма кăмăл тунине, çав шутранах 190 пин ача пулнине каланă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников çак тапхăртах спорт мероприятисем анлăн иртнине асăннă, пурĕ вĕсем 500 яхăн пулнине каласа хăварнă. Спорт уявĕсем Раççей, республика, районсемпе хуласем, поселенисем шайĕнче аванах ирттернине палăртнă. Спорта 350 пин çын хутшăннă. Кану кунĕсенче республикăра пур спорт учрежденийĕсенче те мероприятисем тăтăшах иртнине палăртса хăварнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов Çĕнĕ çул уявĕсенче 190 пин шкул ачи мероприятисенче хутшăннине асăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова 2015 çулта кăрлач уйăхĕн 1-10-мĕш кунĕсенче пĕлтĕр çак тапхăртипе танлаштарас пулсан, пурнăçран уйрăлса каякансен хисепĕ пĕчĕкленнине пĕлтернĕ. Кăтарту курăмлă 100 çын сахалрах вилнĕ. Республикăри пур сиплев учрежденийĕсем те графикпа килĕшӳллĕн ĕçлесе пынине асăннă. Импорт эмель хакĕсем кăштах ӳсни пирки чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва куллен тĕрĕслесех тăмаллине каланă, сăлтавсăр хаксене ӳстерессине çирĕп пăхса тăма хушнă. Чăваш Республикин çул-йĕр транспорт министрĕ Владимир Филиппов пĕлтернĕ тăрăх, кăрлач уйăхĕн 1-12-мĕш кунĕсенче пурĕ 447 çул-йĕр техникине явăçтарнине каланă. Пăрлакран хăтăлас тесе те кирлĕ пек ĕçсене пĕтĕмпех йĕркелесе пынине асăннă. Çулсем çинче кăлтăксем пулман, анчах та çул-йĕр прависене пăсса инкек пулнă тĕслĕхсен хисепĕ 45 çитнĕ, вĕсенче 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарас пулсан, çак тапхăрта 54 инкек пулнă, вĕсенче 9 çын пурнăçă вăхăтсăр татăлнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков Чăваш Енри ЖКХ тытăмĕн ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă. Халăха шывпа тата ăшăпа туллин тивĕçтернине каланă. Енчен те кăлтăксем сиксе тухнă пулсан, вĕсене вăхăтра сирсе яма май килнине асăннă. Чăваш Енри ГКЧС Председателĕ Вениамин Петров раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕччен пушарсем тухнă 46 тĕслĕхе шута илнине каланă, вĕсенче 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă пирки палăртнă. Çынсем ӳсĕр пулнипе вилнĕ. Пушар тухнисем пирус айĕпĕпе те пулнă. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова ЖКХ тарифсем пирки чарăнса тăнă. 2015 çулта пĕрремĕш çур çулхи ЖКХ тарифсем улшăнмĕç. Сахал тупăшлă çемьесенчен, кашни 5-мĕшĕ ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн субсидисем илнине асăнса хăварнă. Канашлура социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакĕ пирки те сӳтсе явнă. Аш-какай ӳсменни аван, çăкăр кăштах ӳснĕ. Республикăра пĕтĕмĕшле илес пулсан ял хуçалăх таварĕсем çителĕклĕ пулнине асăннă. Раштав уйăхĕнче çĕрулми, кишĕр, купăста хакĕ ӳсерех кайнă. Ку, паллах, Çĕнĕ çул уявĕсемпе те çыхăнă пулĕ, уявсем иртнĕ хыççăн хаксем каяллах куçнă. Республика Пуçлăхĕ ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине каланă. Ял хуçалăх таварĕсене халăх патне посредниксемсĕрех илсе çитермеллине каланă, пахалăх енчен таса пахча-çимĕçе çынсен кирлĕ пек пĕчĕк хакпа туянмаллине палăртнă. Влаçри çынсен сутăçсене сутнине пăхса тăмалла мар, вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнмаллине каласа хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



12 января 2015
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter