2015 ҫул – Константин Васильевич Иванов ҫулталӑкӗ

Константин Васильевич Ивановӑн культура тупри тӗнче пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе тата ун ятне ӗмӗрлӗхех асра хӑварас, халӑха литературӑпа туслаштарас  тӗллевпе Чӑваш Республикинче 2015 ҫула ун ятне халаллаҫҫӗ. Кун ҫинчен Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнетьев ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 110-мӗш номерлӗ указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
2015 ҫулхи май уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» поэмин авторӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Историе  К. В. Иванов ҫавӑн пекех драматург, куҫаруҫӑ, прозаик, фольклорист, ӳнерҫӗ тата чӑваш литературине пуҫарса яраканӗ пек те кӗрсе юлнӑ.
Ҫавна май Мӑн Явӑш шкулӗнче те К. В. Иванов ҫулталӑкне халалласа  ятарлӑ мероприятисен планне хатӗрленӗ. Планра уҫӑ уроксем,  литература каҫӗсем, К. В. Иванова халалланӑ эрнелӗхе, викторинӑсем, олимпиадӑсем тата ытти ӗҫсене туса ирттерме палӑртнӑ, ҫирӗплетнӗ.
К. В. Иванов ҫулталӑкне халалласа ирттерме палӑртнӑ мероприятисем ҫитӗнекен ӑрӑвӑн культурине ӳстерме, ҫӗршывӑн историпе культура туприне сыхласа хӑварма тата Чӑваш ен илӗртӳлӗхне кӑтартма май парӗҫ.

 (Вӑрнар районӗ)



12 января 2015
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter