Муркаш районĕ: хаваслă та телейлĕ Çĕнĕ çул уявĕсем

Москакссинчи информаципе культура центрĕнче, çывхарса килекен Сурăх çулне, Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Тулли кăмăлпа кĕтсе илме сăлтавĕ те пулчĕ-çке. 2014 – мĕш çулта Москакссинчи информаципе культура центрĕ, Республика шайĕнче ирттернĕ конкурсра, 400 000 тенкĕ укçан çĕнсе илме пултарчĕ. Шăпах ĕнтĕ, çак укçа – тенкĕпе култура Çуртне валли тĕрлĕрен музыка апппаратури, çĕнĕ çипуçсем çĕлетме пултартăмăр. Ку вара, ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн, атртистсемшĕн, культура ĕçченĕсемшĕн çав тери пысăк парне пулчĕ. Çĕнĕ Çула тĕпрен юсаса илемлетнĕ культура Çуртне çак музыка апппаратурисемпе çĕнетсе илемлетрĕмĕр.

Чăн малтанах, декабрĕн 26-мĕшĕнче, культура Çуртĕнче «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн артисчĕсемпе «Шураппа» фольклор ушкăнĕн артисчĕсем Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илме пуçтарăнчĕç. Пурте уяв сĕтелне хăйсем хатĕрленĕ тутлă апат – çимĕçсемпе илемлетрĕç, ресторантинчен пĕртте кая юлмарĕ уяв кĕреки. Савăнсах астивсе пăхрĕç тутлă апат – çимĕçе, пĕр – пĕрне мухтаса та илчĕç кĕрекере ларакансем. Хитре те илемлĕ залра Çĕнĕ çула халалласа илемлĕ юрă – кĕвĕ шăрантарчĕç артистсем. Мĕн тĕрлĕ вăйă – кулă пулчĕ çак савăнăнçлă каç. Хĕл Мучипе Юрпике кашнинех парнесем парса чыс турĕç. Чылая тăсăлчĕ çак савăнăçă уяв

. Çĕнĕ çулта çĕнĕ вăйсемпе, илемлĕ концертсемпе халăха савăнтарăпăр – ха терĕç артистсем. Чăнах та, çакăн пек маттур та пултаруллă çынсемпе кăна пирĕн пурăнăç татах та илемлĕрех те савăнăçлăрах пулĕ. Çавăн пекех Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакан ачасемшĕн те Çĕнĕ çул уявĕ хаваслă иртрĕ.

Декабрĕн 31 – мĕшĕнче, кăнтăр иртсен, култура Çуртне ачасемпе ашшĕ – амăшĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсене кунта Хĕл Мучипе Юрпике ăшшăн кĕтсе илчĕç. Тĕрлĕрен вăйăсем выляттарчĕç, сăвă – юрă калаттарчĕç, юрлаттарчĕç, лотерея вылявĕсем туса ирттерчĕç, кашнинех тутлă канфетсемпе сăйларĕç. Юлашкинчен асăнмалăх сăн ÿкерчĕкĕсем ÿкерттерчĕç, килелле хаваслă кăмăлпа саланчĕç ачасем.

Çурçĕр иртсен, январĕн 1 –мĕшĕнче культура Çурчĕ хаваслă та кăлăллă çынсемпе тулчĕ. Çĕнĕ çул уявне пурте савăнăçлă кĕтсе илнĕ пирки пĕр – пĕринпе савăнса калаçрĕç çамрăксем. Уяв вара малалла тăсăлчĕ. Кунта та вĕсене Юр Пикепе Хĕл Мучи саламларĕç. Залра пухăннă çамрăксене Çĕнĕ çул юррисене юрлаттарчĕç, вăйăсем выляттарчĕç, çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем парса чыс турĕç. Çав хушăрах лотерея вылявĕ те пулса иртрĕ. Вылякансем пурте парнеллĕ пулчĕç. Чи телейлисем вара Çĕнĕ Çул парни Путек пулчĕ. Ку хаклă парнене Эльвира Терентьева выляса илчĕ. Çавăн пекех планшет, çутăпа ĕçлекен чейник, чейник, шампански тата темĕн те пĕр выляса илекенĕ Сергей Николаев пулчĕ. Соковыжималкăна вара Ирина Петрова выляса илчĕ. Кам лотерея вылявне хутшăннă – пурте парнесене тивĕçрĕç. Чун каничченех ташласа савăнчĕç çамрăксем. Ир еннеле килĕсене тулли кăмăлсемпе саланчĕç.

Сурхури кун вара, культура Çуртне пухăннисем мăйăр астивсе пăхрĕç. Тĕрлĕрен вăйăсем туса ирттерчĕç культура ĕçченĕсем çамрăксем хушшинче. Питех те интереслĕ пулчĕ ку çамрăксемшĕн. Хальхи вăхăтра çамрăксем чăваш ташшине питех ташлама пĕлсех каймаççĕ. Çавăнпа та культура ĕçченĕсем çамрăксене чăвашла ташлама вĕрентрĕç. Çамрăксемшĕн вара, ку питех те усăллă пулчĕ. Хаваспах ташă картине ташлама тухрĕç çамрăксем. Çĕнĕ çулхи уяв каçĕсем январь уйăхĕнче канмалли кунсенче малалла тăсăлчĕç.



12 января 2015
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter