"Елчĕк ен" хаçат Раççей прессин ылтăн фондне кĕнĕ

"Елчĕк ен" хаçат пуçласа Пĕтĕм Раççейри конкурсра "Прессăн ылтăн фончĕ - 2015 çул" паллăна çĕнсе илнĕ.

Çакнашкал конкурса çĕр-шывра пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ. Пирĕн район хаçачĕ тỹрех чи лайăх хаçатсен йышне кĕнĕ. 2015 çул тăршшĕпех район хаçачĕн пĕрремĕш страницинче пахалăх палли лартăнать.

"Прессăн ылтăн фончĕ - 2015 çул" лауреачĕсене палăртнă чухне хаçата калăплассинче çĕнĕлĕхсемпе усă курнине, унăн хăйне евĕрлĕхне, ăна вулама çăмăл пулнине тата ытти енсене шута илнĕ. Лауреатсене апрель уйăхĕнче Мускавра пулса иртекен Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçлĕ форумĕнче чыслаççĕ, сертификат параççĕ.



12 января 2015
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter