Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Чӑваш Республикин прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

  Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Прокуратура патшалӑхпа общество интересӗсене, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене тухӑҫлӑн хӳтӗлекен патшалӑхӑн питех те пӗлте­рӗшлӗ институчӗ пулса тӑрать.

Чӑваш Республикинче саккун кӑларакан тата ӗҫ тӑвакан власть ор­ганӗсем саккунлӑха – патшалӑхӑн тӗп принципӗсенчен пӗрне – тивӗҫ­терес енӗпе прокуратура органӗсемпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Нор­мӑсене йӗркелесе ҫирӗплетес ӗҫ-хӗлре те, регион аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлте­рӗшлӗ шутланакан ыйтусене татса парас енӗпе те тачӑ ҫыхӑну йӗр­ке­леннӗ.

Чăваш Республикинче ҫирӗплӗхе тата ӑнӑҫлӑха тивӗҫ­терсе, прокуратура ӗҫче­нӗсем хӑйсен умӗнче тӑракан тӗллевсене малашне те пысӑк ӑсталӑхпа пур­нӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп.       

Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫӑмӑл мар тата яваплӑ ӗҫӗрте малашнехи ҫи­тӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                                  М.Игнатьев 

 



12 января 2015
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter