Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа Чăваш Енре 24 пине яхăн юбилей медалĕсене ветерансене парса чыслĕç

 Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа тивĕçтерекен юбилей медалĕсене 2015 çулта ветерансене парса тивĕçтермелли йĕркине алă пусса çирĕплетнĕ. 2013 çулта раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ кăларнă 931№-лĕ Указĕпе килĕшӳллĕн çак хисепе вăрçă ветеранĕсем, вăрçăра сусăрланнисем, тыл ĕçченĕсем тата ытти хăш-пĕр категорири çынсем илме тивĕçлĕ. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре пурăнакан 24 пин ытла ветерана çак категорире пулнине шута илнĕ. Вĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ, районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисем кăçалтан нарăс уйăхĕнчен торжествăлла майпа саламлама тытăнĕç. Хисепе тивĕçнисене мадальпе пĕрле удостоверени те парса саламлĕç.  Енчен те ветерансем торжествăлла майпа ирттернĕ мероприятие, сывлăх начаррине пула килейменнисене, вырăна çитсе килте саламлĕç.



13 января 2015
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter