Муркаш районĕ: улттăмĕш хут - Прессăн ылтăн фондĕнче

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕ Çĕнĕ çула каллех çитĕнÿпе кĕтсе илчĕ - юратнă хаçатăмăр «Прессăн ылтăн фончĕ - 2015» пахалăх паллине тивĕçрĕ. Кăçалхипе - улттăмĕш хут.

Раççейри конкурса çĕр-шыври 318 издани хутшăннă. Муркашсемсĕр пуçне çĕнтерÿçĕсен йышне  Чăваш Енрен «Советская Чувашия», «Республика», «Грани», Красноармейски, Етĕрне, Елчĕк, Шупашкар районĕсен хаçачĕсем тата «Моя Империя» журнал кĕнĕ.

«Çĕнтерÿçĕ-изданисене Прессăн ылтăн фондне кĕнĕ ятпа саламлатăп. Çĕнĕ çулта тăнăçлăх, аталану, çĕнĕ проектсем, шанчăклă партнерсем сунатăп. Сирĕнте журналист сатурлăхĕ, хăюлăхĕ ан çухалтăр, сире нимĕнле йывăрлăх та ан хăраттăр. Сирĕн изданисем вулакана кирлĕ, чи юратни пулччăр», - саламланă фонд директорĕ Ольга Бычкова.



13 января 2015
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter