Элĕк районĕ: пĕрремĕш пепке - хĕрача

Çĕнĕ 2015 çула кĕтĕмĕр. Çулталăк пуçламăшĕ кашнинех нихăçан манми кĕтменлĕхпе савăнăç парнелерех-тăр. Мăн Вылăри Степановсемшĕн вара çак тапхăр уйрăмах пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулăмпа палăрчĕ. Андрейпа Анна Степановсен çемйинче йыш хушăнчĕ, хĕр çуралчĕ. Районта вара вăл кăçалхи пĕрремĕш пепке. Кăрлач уйăхĕн улттăмĕшĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура регистрацилерĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк хĕр пĕрчине Арина ят хурса вăрăм кун-çул пиллерĕç. Хамăр ятран та парне парса чысларăмăр. Пĕчĕк шăпăрлана çывăх çыннисем таса-сывă, тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстересси иккĕлентермест.

М. НИКОЛАЕВА, районти ЗАГС пайĕн начальникĕ.  



14 января 2015
14:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter