Муркаш районĕ: Раштав чăрăшĕ - ачасен пĕрлехи савăнăçĕ

Пурнăç улшăнса пынă май эпир паян кашни ĕç никĕсĕнче чи малтанах ăна пурнăçлаканăн культурипе тараватлăхне пăхатпăр. Ăçта кăмăла çывăхрах - çавăнта çул тытатпăр. Ял культури магазинран пуçланнăран тавар туянакансем вырăнти райпо çĕнĕлĕхсене пурнăçа епле кĕртнине сăнасах тăраççĕ. Çакăнта сутуçăсен ĕçĕ-хĕлĕ те вĕсен куç хĕрне юлмасть. Хăтлă та ăшă кăмăллă  хутшăнусенчен вăй илмест-и-ха ялсен аталанăвĕ, тавар туянаканпа ирттернĕ ăшă тĕл пулусенче тымарланмасть-и-ха наци проекчĕсене пурнăçлассипе тĕвĕленекен черетлĕ утăм; Кам епле хурав парĕ те, анчах ваттипе ватă пек, ачапа ача пек шăкăл-шăкăл калаçу пысăк шанчăк çуратнине никам та хирĕçлемĕ. Пирĕн кулленхи пурнăçра вара час-часах çавă çитмест те. Кайран вара чавса çывăх та - çыртма çук. Çак шухăшсемпе «Шуçăм» кафере Мăн Сĕнтĕр райповĕ ирттерекен Раштав елккине васкарăм.

- Райпо пурнăç çине халăх куçĕпе пăхнăран кашни утăмрах унăн тимлĕхĕ йывăрлăхсене çĕнсе ĕçе тĕплĕрех алла илме пулăшать. Тавах вĕсене çакăншăн, - терĕ илемлĕ тумлантарнă ачипе кафе патне утакан Е. Павлова пайщица манăн кăмăлсене пĕлнĕ пекех. Çак кĕске калаçуран Мăн Сĕнĕтр райповĕнче тавар туянаканăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе пысăк тимлĕх уйăрнине ăнлантăм. Ял çыннипе йĕркеленнĕ ăшă кăмăллă çак килĕшÿллĕх сутуçăсене тăтăшах ĕç планне пурнăçласа республика тата Раççей шайĕнче малти ретре пыма пулăшать те ĕнтĕ. Çапла вара тăтăшах ырă ĕçпе палăрать Мăн Сĕнтĕр райповĕн коллективĕ, ялсен социаллă аталанăвне малалла уттарать.

... Мăн Сĕнтĕрте райпо Канашĕн пуçарăвĕпе юлашки çулсенче çулленех райпо пăхса тăракан ялсенчи нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесем тата тăлăх ачасем валли ирттерекен Раштав елки кăçал та хăйĕн çутисене çутрĕ. Аслисем тимленипе ачасем те палăртнă вăхăта уява йышлă пухăнса çитрĕç.

Уяв кунĕнче «Шуçăм» кафери симĕс те илемлĕ тум тăхăннă чăрăш уйрăмах капăр курăнчĕ, ун тавра ташлакан-юрлакан-вылякан ача-пăча савăнăçĕ Те вĕçсĕр-хĕрсĕр туйăнчĕ. Тавах Хĕл Мучине, тавах Юр Пикене, тавар райпо пуçлăхĕсене терĕç хăйсен сăввисемпе калаçăвĕсенче илемлĕ тумлă ачасем хăйсене çур куна майлă асамлă юмах тĕнчинче пулса курма май туса паракансене. Вĕсем хушшинче качака тумне тăхăннисем те, шăшипе атăллă кушак рольне вылякансем те, мулкачăна хăваласа çÿрекен кашкăр та, аваллăхри хĕрес-рыцарьсем те пур. Ачисене кура ашшĕ-амăшĕсем те балмаскарад тумĕнчен ютшăнманни кунта чăн-чăн уяв пулнине çирĕплетрĕ.  Ачасем капăр тумлă чăрăш патĕнчен уйрăлма пĕлменни, вĕсем аслисем çине ĕненÿллĕн те юратуллăн пăхни Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕ ку хутĕнче те хăйĕн ĕç тĕллевне пурнăçланине кăтартрĕ.

- МУркаш районĕн аталанăвĕнче пирĕн райпон тÿпи те яланах курăмлă пулнă. Вăл малашне те çаплах юлĕ. Халăхпа сутăçăсем йĕркеленĕ икĕ енлĕ хутшăнура райпо пурнăçĕ çĕр çул урлă та каçса кайрĕ. Апла пулсан та ĕçсене ыранхи кунпа йĕркелесе пырасси пирĕн ырă йăлара. Иртнĕ çул пĕтĕмпе миллионшар тенкĕлĕх тавар сутрăмăр, халăха тĕрлĕрен услугăсем патăмăр, пурнăç аталанăвĕпе тан пырса вĕсемпе çĕнĕ хутшăнусем йĕркелерĕмĕр. Мĕн пурнăçлани лайăх, анчах эпир ыранхи пирки те самантлăха асран кăлармастпăр. Паянхи ачасем - пирĕн ыранхи пайщиксем. Çакна ăнланса эпир вĕсемпе ачаранах çыхăну йĕркелессине мала хуратпăр. Пирĕн тăрăшулăха Чăвашпотребсоюз ертÿçисемпе район пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсем, ашшĕ-амăшĕсем ăнланни уяв ăнăçăвĕн палли, - терĕ чăрăш тавра выляса чупакан ачасем çине кăмăллăн пăхса калаçать Раштав парни уява килнĕ кашни ача валлиех çитессине палăртса Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçи Людмила Майкова. Людмила Петровнăпа калаçса утнă хушăра пирĕн умран илемлĕ костюмсем тăхăннă ачасем пĕрне пĕри хăваласа чупса иртрĕç. 4 çулхи Дарья Муляковăпа амăшĕ ташша хатĕрленнĕччĕ. Раштав елкине туслăн килнĕ Оксана йăмăкĕпе Виталий пиччĕшĕ уяв илемĕпе кăмăллă. Полька ташлакан Наташăпа Ирина та Раштав чăрăшĕ çинчен куç илмеççĕ. Ачасен савăнăçĕ райпо канашĕн ертÿçин сăнĕнчен те савăнăç шевли кăлармасть.

Кăçал нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесенчи тата тăлăх ачасем валли ирттерекен Раштав елкине савăнăç кÿме Мăн Сĕнтĕр райповĕ театрализациленĕ ятарлă  ушкăна чĕннĕ. Уява килнисемпе чăрăш тавра карталанса ташлаканскерсем, шÿтсемпе савăнтараканскерсем кашнин сăнĕнче çак кун савăнăç çуратрĕç. Пурте пĕр харăссăн чĕннипе килсе çитнĕ Хĕл Мучипе Юр Пикене елкăна килнĕ ачасем нумай вăхăтчен сăвăсемпе савăнтарчĕç, юрăсем юрларĕç, ташăри хастарлăха кăтартрĕç. Маттуррисем кашниех Хĕл Мучипе Юр Пикерен тутлă кучченеçсене тивĕçрĕç.

Ташланă-савăннă хыççăн Раштав елкин спонсорĕ - Мăн Сĕнтĕр райпо Канашĕн ертÿçи Л. Майкова - уява килнĕ кашни ачана Çĕнĕ Çул парнипе савăнтарчĕ. Кăçал уява хутшăннă ачасен йышĕ ытти çулхисенчен пысăкрах пулчĕ пулин те - райпо туса панă савăнăçлă мероприятире 74 ача пулчĕ. Вĕсенчен кашниех чăрăш парĕнчен парнепе уйрăлчĕç.

- Хамăр экономика тĕреклĕхĕ хамăр алăра. Кунта пурте пĕрле, пĕр тĕллевпе вăй хуни пĕлтерĕшлĕ. Мăн Мĕнтĕр райповĕн экономика аталанăвĕ пĕрле пулса ыранхи куна пăхса ĕçленипе ăнăçать. Ун хыçĕнче «пĕри - пуриншĕн, пурте пĕриншĕн» принцип тĕп вăйра тăрать. Çак çыхăну Мăн Сĕнтĕрте аслăрах ăрусем пуçарнипех тачă хутшăнура. Унчченхи пекех юлашки çулсенче те Мăн Сĕнтĕр райповĕ хăйĕн ĕçне туллин кăтартать. Анчах экономика хутшăнăвĕсен çĕнĕ тытăмĕнче те татса паман ыйтусем, пĕрле пулса тумалли йышăнусем çук мар-ха. Раштав елки райпона халăхпа çывăхарах пулма пулăшасса шанатăп. Çак туслăх экономикине тĕрекĕнче пысăк вăй пуласси иккĕлентермест, - терĕ Раштав уявне пухăннисене саламласа Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В. Павлов Мăнсĕнтĕрсен ĕçне ырласа.

Райпо коллективĕ ĕçлеме тăрăшни, пултарни, çĕнĕлĕхсемпе паллашса вĕсене алла илсех тăни палăрчĕ Раштав уявĕнче.

- Вырăнти халăхпа ĕçлесе тулашри рынока тухма инноваци активлăхне ÿстермелле - çакă сирĕн умра тăракан тĕп задача.  Эсир çакна пултаратăр. Мĕншĕн тесен эсир паян кирек хăш ĕçре те яланах ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăратăр. Район администрацийĕн йышăнăвĕсене айккинче хăварманни пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна сумлăрах аталантарма çул уçнине çирĕплетет, - терĕ уява хутшăнса район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕ пайăн пуçлăхĕ Н. Костина.

Раштав уявĕ районти социаллă аталану çĕнĕ шая çĕкленсе пынине çирĕплетрĕ. Районта çакнашкал ĕç коллективĕсем пурри Муркашсене савăнтарать.

Юмах ятăм - юптартăм, тĕрĕссине каларăм.



15 января 2015
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter