Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри предпринимательсемпе тĕл пулнă

 Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри промышленноç комплексĕнче тимлекенсемпе çавра сĕтел мелĕпе уçă калаçу ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси тата малашнехи çул йĕрсем пирки сӳтсе явнă. Калаçăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй Владимир Иванов, Чăваш Республикин суту-илӳ промышленноç палатин Президенчĕ Игорь Кустарин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ  Алексей Ладыков тата банк тытăмĕнче ĕçлекенсем хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра вăтам бизнес аван  аталанса пынине асăннă. Производствăн калăпăшĕ çулленех ӳссе пынине каланă. «2014 çулта республика бюджетне предпринимательсенчен налуксем 2,3 млрд.тенкĕ кĕнĕ. Çак кăтартăва 2011 çулхипе илес пулсан, самай пысăк. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине кура, обществăлла политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă пулса пыни те куç кĕретех. Чăваш Енре пурăнакансен тупăшĕ лайăхланса пыни те савăнтарать. Пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ те ырă енне улшăнса пыни пĕлтерĕшлĕ», - тесе палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех 2015 çул ырă улшăнусем илсе килессине, бизнес тата та аванрах аталанса пырасси пирки шанса каланă. Патшалăх ку енĕпе витĕм кӳресси те куç кĕретех пулассине палăртнă. Паллах, енчен те предпринимательсем тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ пулсан. «Паян, чăннипех те импорт япаласенчен хăтăлас тесе, пирĕн таварсем калăплакансем умне çĕнĕ çулсем уçăлчĕç. Ку енĕпе предпринимательсем валли патшалăх енчен те пулăшу пулĕ», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин 2014 çулта предпринимательсем еплерех ĕçленин кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, 2015 çул валли лартнă тĕлевсем çинчен каласа кăтартнă. Уçă калаçу вăхăтĕнче предпринимательсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатнă. «Реон-Техно» ООО директорĕ Анатолий Князев хăйĕн фирмин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Раççей тата ют çĕршывсене тăратнă таварсем çинчен каласа хăварнă. «Вăтам тата пĕчĕк бизнес аталанни регионшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесессĕн, республикăн хăйĕн харпăр хăй ресурсĕсем çук тесен те йăнăш мар», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. «Рекон» АХП директорĕ Владимир Шембаков вĕсем патĕнче калăпланса тухакан таварсене Раççейре çеç мар Казахстанра та тăтăшах усă курнине палăртнă. Пур ĕçре те ăста çынсем кирлине,  пулас ăрăва та çакнах вĕрентмеллине каланă вăл. Ирина Колесниковăпа Евгений Пухов  предприятисем апат-çимĕç хатĕрлессипе ĕçлесе пыни пирки тĕплĕн паллаштарнă. Вĕсене Чăваш Ен рынокне активлăрах кĕрсе пыма сĕннĕ Пуçлăх. Пысăк лавккасен сентрисем çине таварсене вырнаçтарасси пирки тимлĕх уйăрма хушнă. «Пирĕн тĕллев – хамăр тăрăхри предпринимательсене аталанса пыма  пулăшу кӳрсе пырасси», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре 46,8 пин ытла  предпринимателе шута илнĕ, вĕсенче 153 пин çын вăй хурать. Вĕсене куллен аталнса пыма патшалăх енчен 434,4 млн.  тенкĕллĕх пулăшу кӳнĕ.  Кунсăр пуçне предпринимательсене консультацисемпе, тĕрлĕ информацисемпе тăтăшах пулăшнă. 2014 çулта 6866 тĕрлĕ тытăмри предпринимательсем патшалăхăн пулăшăвĕсемпе усă курса çынсене валли  2320 хушма ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ, унсăр пуçне 11500 ĕç вырăнне упраса хăварма май килнĕ. Тĕплĕнрех

 



15 января 2015
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter