Чăваш Ен Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Патшалăх нарадисене парса тивĕçтерекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

 Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Патшалăх нарадисене парса тивĕçтерекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Асăннă комисси ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Ю.Е.Васильев йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн комисси членĕсем наградăсемпе парса тивĕçтерме 33 çынăн ĕç хучĕсене пăхса тухнă. Ку хутĕнче пухăннисем Комиссийĕн 2014 çулхи ĕç кăтартăвĕсене сӳтсе явнă. Пурĕ пĕлтĕрхи çул хисепе тивĕçнисене Чăваш Енре пурăнакан 50 çынна Раççей Федерацийĕн патшалăх наградисене парса хавхалантарнă, Чăваш Республикин патшалăх наградисене - 432 çынна тивĕçтернĕ.



15 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter