Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта вырнаçнă нумай функциллĕ Пăр керменĕн строительство ĕçĕпе паллашнă

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта вырнаçнă нумай функциллĕ Пăр керменĕн строительство ĕçĕпе паллашнă, объекта хăçан хута ярасси пирки ыйтупа канашлу ирттернĕ. Паянхи кун тĕлне строительство ĕçне 90 процента çити пурнăçланă. Керменĕн тулашри çутă, ăшă, шывпа канализаци, автомашинăсене вырнаçтарса лартмалли ятарлă вырăнсене хатĕрлеме монтаж ĕçне пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе  пĕтернĕ. Пăр керменĕнче каток вырăнне хатĕрлесе çитернĕ, спорт хатĕрĕсене вырнаçтарасси çеç тăрса юлнă тесен те йăнăш мар. Çуртăн шалти пайĕнче вентиляци, çутăпа, ăшăпа тивĕçтермелли ĕçсен монтажне пĕтĕмпех вĕçлеймен тата территоринче тавралăха тирпей илем кӳртесси ĕç халлĕхе тăрса юлнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче спорта аталантарассинче сооружени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Республикăра пурăнакансене, хула çыннисене Пăр керменĕ питĕ кирлĕ. Вăл тепĕр тесен, камсем конькипе ярăнма юратаççĕ, вĕсемшĕн чăннипех те вырăнлă. Хоккей спортăн ытти  енĕсене кăмăл тăвакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакнашкал Пăр керменĕ республикăра халиччен пулман, ватти-вĕтти чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.  Çавăнпа та асăннă объекта çине тăрсах хăвăртрах пурнăçа кĕртме тăрăшмалла. Паянхи кун объекта хута ярасси пирки пачах та чăрмавсем çук», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Çав вăхăтрах татса парайман ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, Пуçлăх «Холдинговая компания «Голицын» АХП тĕп подрядчикăн строительство ĕç-хĕлĕпе туллин кăмăллă пулманни сисĕннĕ. «Паянхи рынок экономикинче никама та çăмăл мар. Эсир патшалăх заказĕпе пĕрремĕш çул çеç мар ĕçлесе пыратăр. Бюджет укçи-тенкине пĕтĕмпех илсе тăратăр. Тепĕр тесен, хăвăрăн бизнеса бюджет укçи-тенкипе тытса пыратăр. Паянхи пурнăçра пĕр предприниматель те укçа-тенкĕсĕр тăрса юлмаç. Пур строительство организацийĕсем те тупăшпа ĕçлесе пыни никамшăн та вăртăнлăх мар. Çапах та, сирĕн объектпа илес пулсан, пĕлтĕр юпа уйăхĕнчен пуçласа нимĕнле строительство ĕçне те пурнăçламан. Енчен те хăвăра шанса панă ĕçе пурнăçласа пыраймастăр пулсан, мĕншĕн ытти партнерсене шыраса тупса вĕсене шанса памастăр? Эпир кредитсем илесси пирки ыйтăва çĕклесе, объект хăвăртрах пурнăçа кĕтĕр тесе тăрăшатпăр. Перекет банкĕпе те калаçса килĕшме май тупрăмăр. Тивĕçтерекен кредитсен процент пайне бюджетран пулăшу куçарса памалла пăхса килĕшнĕ. Республика Правительстви хăй çине илнĕ пур  яваплăха та пурнăçлать. Пирĕн чи шанчăклă партнер «Газпром» АУП. Вĕсем Шупашкарти Пăр керменĕ валли 250 млн.тенкĕ тĕлĕнмелле пысăк укçа-тенкĕ парса пулăшу кӳнĕ, куншăн вĕсене чăннипех те пысăк тав. Эсир, вара хăвăр ăва лартнă тĕллевсене пурнăçламастăр», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă «Холдинговая компания «Голицын» АХП генеральнăй директорне  Алексей Короткова. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинетне тата хула ертӳлĕхĕпе депутатсен Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрле объектăн строительство ĕçне вĕçне хĕрне илсе çитерме хушма укçа-тенкĕ явăçтарасси пирки ыйтăва татса пама чĕнсе хушса хăварнă.   «Строительство монтаж ĕçĕсене тĕпрен вĕçлеме, объекта вăхăтра пурнăçа кĕртме эпир яланах витĕм кӳме хатĕр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Шупашкарти нумай функциллĕ Пăр керменĕнче спорт ăмăртăвĕсене ларса курма 7000 вырăн пулĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕпе аталнса пыма пĕтĕмпех мĕн кирли çителĕклĕ таран пулĕ. Паянхи кун тĕлне объектăн строительство ĕçне мĕн пур çăлкуçсенчен  1311,7 млн. тенкĕ явăçтарнă.

 Тĕплĕнрех



15 января 2015
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter