Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова çуралнăранпа 80 çул çинине халалласа «Чăваш тĕррисем» курава торжествăлла майпа уçнă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ пулăма хутшăннă. Пухăннисемпе пĕрле халăх культурипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре ӳнер ăстисен ĕçĕсене халăх пысăк хак панине палăртнă. «Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ калама çук пысăк пуянлăх пулса тăрать. Мĕн авалтанах чăваш ăстисене юратнă. Чăваш Ен культури пурнăçра чăннипех те пысăк вырăн йышăнса тăрать. Паянхи кун та çитĕнекен ăру çак ăстаçăсен япалисене хакласа яланах ыйтаççĕ.  Ĕçлени кăлăхах мар.   Малашне те влаç органĕсенче тимлекенсем ăстаçăсене ĕçлесе пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама тăрăшĕç, мĕншĕн тесен ăпах та вĕсем çитĕнекен ăрăва эрешсене, тĕрĕн пуянлăхĕпе паллаштарса, вĕсене упраса хăварма пулăшса пырасса нимĕн те иккеленместпĕр», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех ака уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсене йĕркелесе ирттересси пирки те чарăнса тăнă. Унсăр пуçне кăçал Чăваш Енре çăмăл атлетикăпа Европа Чемпионатчĕ пуласси пирки ырă хыпара та пĕлтернĕ. 2016-2018-мĕш çулсенче хăвăрт утассипе тĕнче шайĕнче калама çук пысăк мероприяти пулĕ. Шăпах та çакнашкал мероприятисенче те чăваш ăсчахĕсен хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма питĕ вырăнлă. Çавра сĕтел калаçăва Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, культура министрĕ  Вадим Ефимов, Суту-илӳ палатин президенчĕ Игорь Кустарин, Чăваш Енри ал ăсталăхĕсен Гильди председателĕ Нина Бондарь, «Паха тĕрĕ» ООО генеральнăй директорĕ Наталия Посынкина, Чăваш Наци конгресĕн Президенчĕ – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Чăваш Енри ал ĕç ăстаçисем пухăннă. Пухăннисемпе чăваш тĕррисен ӳнерĕн центрне йĕркелесе ярасси пирки, сувенир таварĕсене хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене, ку енĕпе ĕçлес текен пуçаруллă предпинимательсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртесси çине тимлĕх уйăрассине тата ты нумай чăвашсен эрешĕсемпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Халăх хушшинче чăваш тĕррине сарасси пирки те анлăн пӳпленĕ.  Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова çуралнăранпа 80 çул çинине халалласа «Чăваш тĕррисем» курава торжествăлла майпа уçнă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. «2015 çула Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ чăваш тĕррисен куравĕпе пуçлать. Ку чăннипех те пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тăтăшах çамрăк ăрăва тăван тавралăха, тăван çĕре унăн культурине юратма вĕрентмелли пирки палăртса калать. Халăх культурипе йăла-йĕркине упраса хăварасси  тĕп çăлкуçсенчен пĕри шутланса тăрать», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. РФ тава тивĕçлĕ художникне Мария Симаковăна, эрешсен ăстине, хăватлă чăваш тĕррисене илемлĕн ăсталса кăтарма пĕлнишĕн ырласа Тав çырăвне тата чăваш символикиллĕ алла çыхмалли сехете парса хисеп тунă. Чăннипех те çак куравра пухăннисенчен кашниех паллă ăстаçăн чун хавалне курма пултарнине палăртнă. Кураври экспозицисем 100 хайлавран тăраççĕ, вĕсенче нацин 200 яхăн тĕррине курма пулать. Чăннипех те çак курав хăйне евĕрлĕхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăрать. Кунта пĕтĕмпех чăвашсен кĕпе-тумтирĕпе тĕрлĕ ытти илемлĕх хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Пĕр сăмахпа каласан, чăвашсен мĕн пур ăсталăхĕ куç умĕнче. Мария Симакова чăвашсен тĕррисене упраса хăварассипе пысăк ĕç пурнăçлать. Тĕрлĕ куравсене хутшăнса час-часах ыттисенчен ыррине вĕренсе пыма тăрăшать, тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса  хисеплĕ ята тивĕçет.   Унăн хайлавĕсем Мускавра, Санкт-Петербургра, Суздалре, Ижевска, Шупашкарта, Раççейри ытти хуласенче упранаççĕ. Мария Симакова Шунашкар районĕнче Апаш ялĕнче 1934 çулта раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. 12 çултан пуçласа вăл тăван колхозра вăй хунă. Сахал мар Шупашкарта стройка ĕçĕнче тăрăшнă. Казахстанра та целина çĕрĕсене пурнăçа кĕртессипе тимленĕ. Тĕплĕнрех

 



16 января 2015
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter