Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ТехноНИКОЛЬ» президенчĕпе Сергей Колесниковпа тĕл пулнă.

Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ТехноНИКОЛЬ»  президенчĕпе Сергей Колесниковпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ  Сергей Колесникова Шупашкарта строительство тытăмне аталантарассипе специалистсене хатĕрлемелли ятарлă вĕренӳ центрĕ уçма пултарнишĕн тав тунă.  Сăмаха май «ТехноНИКОЛЬ» калăплакан таварсен пахалăхĕ пысăк шайра пулнине асăннă. Сумлă хăна хăйĕн сăмахĕнче 2014 çулта Чăваш Енре хăйсен таварĕсене самаях вырнаçтарма май килнине асăннă. «Чăннипех те аван, Чăваш Енре хулара çеç мар ялсем тăрăхĕсенче те строительство тытăмĕ вăйлăн аталангса пырать. Ялсем куç кĕретех ӳссе пыраççĕ, сăн-сăпачĕ те ырă енне улшăнса пыни никамшăн та вăртăнлăх мар», - тесе уйрăммăн палăртса каланă «ТехноНИКОЛЬ» корпорацийĕн президенчĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Сергей Колесников Чăваш Ен ертӳлĕхĕпе корпорацийĕн малашнехи аталанăвĕ пирки сӳтсе явнине каланă. «Эпĕ хам енчен палăртсах калама пултаратăп. Чăннипех те Чăваш Енре инвестогрсене явăçтарма пур услови те çителĕклĕ таран йĕркелесе панă. Юнашар обаçсемпе танлаштарсан, хăш-пĕр условисем лайăхрах та. Инфратытăм аван, электричество, газ пур те çителĕклĕ. Çĕнĕрен ĕçлеме тытăнакан производствăсене питĕ меллĕ аталанса пыма», - тесе палăртнă хăй шухăшне хăна. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ предприятисем хута кайсан, çынсене валли  хушма ĕç вырăнĕсем тупăннине асăннă. «ТехноНИКОЛЬ» корпорацийĕн пайĕ строительство тытăмĕнче 59 процента яхăн. Малашне тата та ытларах ĕçсене йĕркелесе ярасси пирки нимĕн иккеленмесĕрех палăртма пултаратăп», - тенĕ. Инвесторсене яланах пулăшма хатĕр пулнине палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çивĕттисене валли хатĕрлес таварсене калăплассипе «ТехноНИКОЛЬ» корпораци чи пысăк предприяти. Ытти ĕçсенче те малтисен ретĕнче пулни пуриншĕн те паллă.  Паян вĕсем Раççейре - 33, Украинăра  Беларусире, Литвара, Чехинче тата  Италире пĕрер производствăсем вырнаçтарнă. Корпорацийĕн 2013 çулхи тупăшĕ 66,9 млрд. тенкĕпе танлашнă. Чăваш Енре строительство тытăмĕ лайăх аталаннă. Раççейри вăтам кăтартупа танлаштарсан аван пулни пурне те савăнтарать. Тĕплĕнрех



16 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter