Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççейри Çар искусствин пĕрлешĕвĕнчен Тав çырăвĕ килсе çитнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççейри Çар искусствисен Пĕрлешĕвĕнчен (РСБИ) Тав çырăвĕ килсе çитнĕ. Краснодар крайĕнче Анапа хулинче 2014 çулта авăн уйăхĕн 7-21-мĕш кунĕсенче çамрăксем хушшинче çар искусствин пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ VII-мĕш вăййисене хутшăнма Чăваш Енрен çамрăк спортсменсене пулăшу кӳнишĕн ырласа çырнă. «Ăмăртусенче 44 спортăн тĕрлĕ енĕсемпе федерацисем хутшăнма кăмăл тунă.  Çĕршыври 74 регионтан 400 яхăн ытла çамрăк ăмăртусенче хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Крымпа Севастополь хулинчен те яш-кĕрĕм пулнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн  В.В.Путин Указĕпе килĕшӳллĕн ГТО 3121 яш-кĕрĕм тест мелĕпе пурнăçлама пултарчĕ. Çар искусствине малашне те пулăшасса, сывă пурнăç йĕркине тытса, пирĕн çĕршывра физкультурăпа спорта малашне те аван аталантарассине шанатпăр», - тесе çырнă Тав çырăвĕн йĕркисенче Инçет Хĕвел тухăç федераллă округпа РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Юрий Трутнев тата Росатом Патшалăх корпорацийĕн генеральнăй директорĕ    Сергей Кириенко.



16 января 2015
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter