Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви ирттернĕ анлă ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин анлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ, полициин  генерал-майорĕ Сергей Семёнов хăйĕн доклатĕнче 2014 çул ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, 2015 çулта право йĕркине тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă ыйтусем пирки каласа кăтартнă. Министр хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре йĕркене пăсакансен хисепĕ чакнине пĕлтернĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче кирлĕ пек мерăсем йышăнса ĕçлени ĕç-пуçа  ырă енне улăштарма май панине каланă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен хисепĕ сахалланса пыни никамшăн та вăртăнлăх мар. Преступлени тăвакансене çийĕнчех тупса палăртнин кăтартăвĕсен рейтингĕнче лайăх шайра пулни те çакнах çирĕплетсе парать. Раççейĕпе илес пулсан, Чăваш Ен кăтартусемпе 13-мĕш вырăнта тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Атăлçи федераллă округпа пăхас пулсан, эпир пĕрремĕш вырăнта. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертӳлĕхе çакăн пек аван ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕ каланă. Республикăра пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ те çĕкленӳллĕ пулни савăнтарать. Полици ĕçченĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлани паха. «Мĕн-пур пурăнакансем обществăлла вырăнсенче яланах йĕрке пултăрччĕ тесе тăрăшаççĕ. Пур те ыранхи куна ĕненсе пурăнни чи кирли. Влаç органĕсенче тимлекенсемпе право йĕркине сыхласа тăракансем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине кура, çитĕнӳсем те пысăк. Кашни преступление вăхăтра тупса уçса парасси çӳллĕ шайра пулса пырать.  Муниципалитетсенче те çак асăннă пур ĕçе те кирлĕ пек йĕркеленĕ.  Çĕрсемпе, пурлăхпа усă курас ĕçсем уççăммăнах пулса пыраççĕ. Чӑваш Енри патшалӑх влаҫӗн, право сыхлавӗн органӗсем тата об­щество организацийӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫленине пула республика территорийӗнче преступлени тӑвассин шайӗ чакнă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Канашлăва пухăннисем умĕнче çул-йĕрсем çинче авари тăвассинчен ытларах профилактика ĕçĕсене йĕркелемелли пирки чарăнса тăнă. Машинăпа ӳсĕр çӳрекенсене пула ачасем, мĕн-пур айăпсăр çын хăйсен пурнăçне вăхăтсăр татаççĕ. Паян ытларах çак ыйту çине тимлĕх уйăрмалла.  Малашне те Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин пӗтӗм йышӗ  саккунлӑха тата обществӑри йӗркелӗхе, граждансен прависемпе ирӗк­лӗ­хӗсене хӳтӗлес ӗҫре хӑйсен служба тивӗҫне малалла та чыслӑн пурнӑҫласа пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Ĕçре хастар пулнисене, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынисене  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă. Вĕсем: Вадим Екунин, Алексей Людков, Евгений Плечов. Тӗплӗнрех



16 января 2015
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter