Çĕнĕ Шупашкарта çурран чупассипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ

 Кăрлч уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 3-№-лĕ СДЮСШОРта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пĕтĕм Раççей шайĕнче  çăмăл атлетикăпа спорт ăмăртăвĕсем торжествăлла майпа пуçланнă. Палăртнă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Раççейри çăмăл атлетика енĕпе ĕçлекен федерацин Генеральнăй секретарĕ    Михаил Бутов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, олимп чемпионĕсем, спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе тĕрлĕ тренерсем пухăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче пухăннисене спорт уявне уçнă ятпа саламланă май  çитĕнӳсем, куракансене лайăх кăмăл-туйăм суннă. «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  Кубăкне çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем йăлана кĕнĕ. Кашни çулах чи вăйлă спортсменсем хăйсен вăйне виçме пуçтарăнаççĕ. Ку хутĕнче спорта кăмăл тăвакансем лайăх çитĕнӳсем тăвассине иккеленместпĕр», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ Иван Моторин. Çавăн пекех çитес вăхăтсенче Чăваш Енре çурран чупассипе Европа чемпионатчĕ иртесси пирки ырă хыпара асăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – тĕнче шайĕнчи рекорда тивĕçнĕ Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева пухăннă спортсменсене пурне республикăра çакăн пек пысăк спорт ăмăртăвĕ пуçланнă ятпа саламланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Кубокне çĕнсе илессишĕн пĕтĕм Раççейри спорт мероприятие кăрлач уйăхĕн 15-17 кунĕсенче ирттерме йышăннă.  Çак палăртнă спорт ăмăртăвĕсене Раççей Федерацийĕнче чи вăйлă спортсменсем пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче: çӳллĕшне сикессипе Олимп чемпионĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Иван Ухов, 3013 çулта  çӳллĕшне сикессипе тĕнче чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ Светлана Школина,  2014 çулта тĕнче чемпионĕ ята тивĕçнĕ Анжелика Сидорова тата та ытти чи чаплă спортсменсем килсе çитнĕ. Унсăр пуçне спорт ăмăртвĕсене Раççей тренерĕсем пухăннă. Вĕсен хисепĕнче, Сергей Клюгин Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ. Ăмăртусенче РФ 15 регионĕнчен 700 яхăн спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Тĕплĕнрех



16 января 2015
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter