Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне çулсерен яракан Çырупа тухать

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне  çулсерен яракан Çырупа тухать. Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, обществăлла организаци членĕсен,  граждансен сĕнĕвĕсемпе шухăш-кăмăлĕсене шута илнĕ. Асăннă ĕç хутĕнче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсене палăртнă, Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн программисене пурнăçланин ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе, малашлăха вырăнти хăй тытăмлăх тата ĕç тăвакан влаç органĕсем умне лартнă тĕллевсемпе паллаштарасси пулĕ.



17 января 2015
17:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter