Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсемпе саламлани

Хисеплӗ журналистсем, издательсем тата полиграфистсем!

Сире професси уявӗпе – Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсемпе саламлатӑп!

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирӗн обществӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑраҫҫӗ, унӑн интересӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, власть орга­нӗ­семпе граждансем хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑва тивӗҫ­тереҫҫӗ. Регионти социаллӑ ҫи­рӗплӗх ытларах чухне ҫыру анинче тӑрӑшакансем хӑйсен ӗҫне мӗн таран уҫҫӑн, яваплӑха туйса, таса тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланинчен ки­лет. Ӗҫ-хӗл йӗркине палӑртнӑ май, вӗсем вӗт общество шухӑш-кӑмӑлӗ, ҫынсен ӑс-тӑнӗпе кӑмӑл туйӑмӗ ҫине витӗм кӳреҫҫӗ, политика тата идеологи  анлӑхне йӗр­келеҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн ку чухнехи пресси тӗнчери информаци хутлӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Хаҫатсемпе журналсем Интернет сетӗнче хӑйсен кӑларӑмӗсен электрон версийӗсене аталантараҫҫӗ, ҫакӑ вӗсене аудиторие анлӑ­лат­ма, вулакансемпе лайӑхрах ҫыхӑнса ӗҫлеме пулӑшать. Республикӑри кӑла­рӑмсем граждансен интересӗсем ҫине тимлӗх уйӑрса, чи пӗлте­рӗшлӗ пулӑмсем ҫинчен объективлӑн пӗлтерсе тӑрса, ҫӗнӗ технологисене наци пичечӗн чи лайӑх йӑли-йӗркипе тачӑ ҫыхӑнтараҫҫӗ. Журналистсен пысӑк ӑсталӑхне тата ҫӳллӗ шайри яваплӑхне пула републикӑри МИХсем хӑйсен чи хаклӑ туприне – вулакансен шанӑҫне – сыхласа хӑ­варма пултарчӗҫ.

Сире ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑхра малашнехи ҫитӗнӳсем, ин­те­рес­лӗ темӑсемпе геройсем, ырӑ хыпарсем, ҫырӑнса илекенсен йышне ӳс­терме  тата ку чухнехи информаци технологийӗсене аталантарма сунатӑп. Ӑнӑ­ҫупа хастарлӑх яланах сирӗн шанчӑклӑ ҫулташӑрсем пулччӑр!

 

 Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                      М. Игнатьев



17 января 2015
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter