Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев массăлла информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе тĕл пулнă

Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев массăлла информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе тĕл пулнă, тĕп редакторсемпе çавра сĕтел хушшинче халăхăн ыйтăвĕсене татса парассинче влаç органĕсемпе МИХсен витĕмĕ еплерех пулни пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Уçă калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Енри журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Валерий Комиссаров хутшăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев МИХ ертӳçисене профессиллĕ уяв ячĕпе саламланă, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирӗн обществӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнине, власть орга­нӗ­семпе граждансем хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑва тивӗҫ­тернине каланă, вӗсем общество шухӑш-кӑмӑлӗ, ҫынсен ӑс-тӑнӗпе кӑмӑл туйӑмӗ ҫине витӗм кӳнине, политика тата идеологи  анлӑхне йӗр­келенине палăртнă. «Паян обществăра ĕьлекен çынна хисеплеме вĕрентесси», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Хальхи журналистсене пысăк квалификациллĕ пулма сĕннĕ. Таса чунпа тĕрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыни чи пахи пулнине палăртнă канашлăва пухăннисем.  Тĕрлĕ хыпарсене калăпланă май, влаç органĕсенче тимлекенсемпе МИХ витĕмĕсем еплерех пулнине сӳтсе явнă. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хаҫатсемпе журналсем Интернет сетӗнче хӑйсен кӑларӑмӗсен электрон версийӗсене аталантарассине, ҫакӑ вӗсене аудиторие анлӑ­лат­ма, вулакансемпе лайӑхрах ҫыхӑнса ӗҫлеме пулӑшассине палăртнă пухăннисем. Республикӑри кӑла­рӑмсем граждансен интересӗсем ҫине тимлӗх уйӑрса, чи пӗлте­рӗшлӗ пулӑмсем ҫинчен объективлӑн пӗлтерсе тӑрса, ҫӗнӗ технологисене наци пичечӗн чи лайӑх йӑли-йӗркипе тачӑ ҫыхӑнтарнине асăннă. Журналистсен пысӑк ӑсталӑхне тата ҫӳллӗ шайри яваплӑхне пула републикӑри МИХсем хӑйсен чи хаклӑ туприне – вулакансен шанӑҫне – сыхласа хӑ­варма пултарнине уйрăммăн палăртнă ертӳçĕсем. «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ Валерий Тургай хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ журналистчĕ ята пама май пуррипе çукки пирки кăсăкланнă, ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ. Çавра сĕтел калаçăва пухăннисем шухăша питĕ ырланă. Тĕплĕнрех

 



17 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter