Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă. Асăннă уява  К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Паллă мероприяие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ   Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирӗн обществӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнине, власть орга­нӗ­семпе граждансем хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑва тивӗҫ­тернине каланă. Регионти социаллӑ ҫи­рӗплӗх ытларах чухне ҫыру анинче тӑрӑшакансем хӑйсен ӗҫне мӗн таран уҫҫӑн, яваплӑха туйса, таса тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланинчен ки­лет. Ӗҫ-хӗл йӗркине палӑртнӑ май, вӗсем вӗт общество шухӑш-кӑмӑлӗ, ҫынсен ӑс-тӑнӗпе кӑмӑл туйӑмӗ ҫине витӗм кӳнине, политика тата идеологи  анлӑхне йӗр­келенине асăннă. «Эпĕ журналистсемпе издательство тата полиграфист ĕçченĕсене ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑхра малашнехи ҫитӗнӳсем, ин­те­рес­лӗ темӑсемпе геройсем, ырӑ хыпарсем, ҫырӑнса илекенсен йышне ӳс­терме  тата ку чухнехи информаци технологийӗсене аталантарма сĕнетĕп», - тесе каланă Пуçлăх.  Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ иртнĕ Культура çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсем прки чарăнса тăнă. Кăçалхи çула К.В.Иванов ячĕпе йышăнса хăварнине палăртнă, Литература çулталăкĕ пулнине каланă. Журналистсен пысӑк ӑсталӑхне тата ҫӳллӗ шайри яваплӑхне пула републикӑри МИХсем хӑйсен чи хаклӑ туприне – вулакансен шанӑҫне – сыхласа хӑ­варма пултарнине те уйрăммăн палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Уяв мероприятийĕнче ĕçре маттуррисене, уйрăммăн палăрнисене хисеп ячĕсене парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче Наци телевиденийĕнче ĕçлекен Елена Гальперина, «Чебоксарские новости» хаçат секретарĕ Еленпа Казарина, чăваш кĕнекесен издательствинче вăй хуракан Ирина Калентьева. Чăваш Республикин Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехетсене «Грани» хаçатра тимлекен  Сергей Петров, «Хĕрлĕ ялав» хаçатра вăй хуракан Зинаида Павлова тата «Хыпар» хаçатри Галина Хрисанова тивĕçлĕ пулнă. Журналистра ĕçлесе тава тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене те сума суннă. Вĕсем: Аристарх Дмитриев, Виталий Никитин (Станьял). Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов 2014 çулхи ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тнă, 2015 çул валли лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. Журналистсем тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса яланах кирлĕ пек çитĕнӳсемпе палăрнине асăннă. Тĕплĕнрех



18 января 2015
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter