2014 çулта Шупашкарта çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ тĕлĕнмелле пысăк пулнине шута илнĕ

Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Мхаил Игнатьев Чăваш Республикин Мнитрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. 2014 çулта малтанласа палăртнă промышленноç комплексĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăвпаш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр палăртнă тăрăх, 2014 çулта промышленноç производствин калăпăшĕ 104 процентпа танлашнă. Кăтартусене çитĕнӳпе «ЧПО им. В.И. Чапаева» АУП, «Техмашхолдинг» ООО, «ЭЛАРА» АУП, «ВНИИР» АУП, «Экра» НПП ООО,  «КАФ» АУП, «ШЗСА» АУП, «Завод «Электроприбор» АУП,  «Бреслер» ИЦ ООО, «Электроавтомат» АУП,  «Перкарбонат» АУП тата ытти уйрăм республикăри предприятисем палăрнă. 2015 çулта çĕнĕ таварсене хута кĕртекен предприятисен проекчĕсене пурнăçа кĕртме палăртса хунă. Республика Пуçлăхĕ промышленноç производствин калăпăшне ӳстерессипе çине тăрса ĕçлеме кирлине асăнса хăварнă. Чăваш Республикинчи строительство тытăмĕн ĕçĕсем пирки  строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн чарăнса тăнă. 2014 çулта строительство ĕçне 36,5 млрд. тенкĕллĕх тăкакланнине асăннă, 2013 çулхипе танлаштарсан 2,16 млрд. тенкĕ ытларах. «2014 çулта 336 пин кв.м çурт-йĕр хута янă. Историнче кун пек кăтарту нихăçан та пулман. Çав тери пысăк ĕç пурнăçланă», - тесе палăртса каланă Олег Марков. Экономкласслă çуртсем те кулленех хăпартса лартни куç умĕнчех. Социаллă програмăсене пурнăçа кĕртессипе 3,5 млрд.тенкĕ тăкакланнă. Ăна пула республикăра пурăнакан 6000 çемье хăйсен хваттер ыйтăвĕсене татса пама пултарнă. Бюджетран строительство комплексне 9 млрд. тенкĕ уйăрнă. «Строительствăри кашни тăваттăмĕш пусĕ бюджетран тăкакланать. Çурт-йĕр хакĕсем ӳссе ан кайччĕр тесе, хушма инвесторсене явăçтарни кăмăллă», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. 2014 çулти агропромышленноç клмплексĕн ĕçĕсемпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов паллаштарнă. Ял хуçалăх производствин индекс пайĕ пур категорири хуçалăхсенче те 102, 5 процентпа танлашнă. Республика Пуçлăхĕ сĕт пахалăхĕ ӳссе пынине ырланă. Хушма хуçалăха аталантарас текенсемшĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçме меллĕ, - тенĕ. Финанс ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов çул-йĕр ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Çулсем çинче  подрядлă организацисем - 93, çул-йĕр техникисене - 653 явăçтарнине каланă. «Юрсене пуçтаракан техникăсен кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлемелле. Енчен те хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаççĕ пулсан, вĕсенчен хăтăлма тăрăшмалла», - тесе уйрăммăн асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Крымпа Севастополе официаллă визитпа кайма хатĕрленнĕ пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин чарăнса тăнă. Ку хутĕнче суту-илĕпе экономика ыйтăвĕсене татса парасси тата ытти ыйтусем тавра калаçу хускатма палăртса хунине пĕлтернĕ. Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров Кăшарни уявĕнчи тапхăрсем пирки каласа хăварнă. Уявсенче шыва кĕме кăмăл тунисен асăрхануллă пулмалли çинчен пĕлтернĕ. Кулленех çăлав служби сыхă тăнине асăннă. Халлĕхе йĕркене пăснă тĕслĕхсене шута илмен, çынсем асăрхануллă пулни куç кĕретех.   

 

 



19 января 2015
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter