Çырура малашлăх тĕллевсем палăрĕç

2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне Çырупа тухать. Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен членĕсен, граждансен шухăшĕсене шута илнĕ.

Документра патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн программисене пурнăçланин пĕтĕмлетĕвне, çавăн пекех ĕç тăвакан влаçăн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ.


Çырăва тỹрремĕнех Чăваш Енĕн влаç органĕсен www.cap.ru порталĕнче, çавăн пекех "Россия-24" информаци каналĕн, Наци телевиденийĕн, Наци радиовĕн, Тăван радио эфирĕнче трансляцилеççĕ. Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче 18.30 сехетре Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн Çырăвне тепĕр хут эфира кăлараççĕ.

Парламентарисемпе экспертсен комментарийĕсемпе хатĕрлекен ятарлă репортажа кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче 10.20 сехетре "Россия 1" телеканалпа "События недели" программăра кăтартаççĕ.


Иртнĕ çулсенче Чăваш Ен парламентне янă Çырусенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюджет, экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене палăртнă. Хальхинче те çаплах пулĕ. Çырура импорта улăштармалли политикăна пурнăçа кĕртессипе ĕç-хĕле вăйлатма пăхнă. Уйрăмах строительство ĕçĕнче усă куракан материалсемпе электротехника туса кăларакан çĕнĕ предприятисем ĕçе кĕни, промышленноçпа ял хуçалăх производствине ỹстерни, туса лартнă пурăнмалли çурт-йĕр калăпăшĕ ỹсни, инвестици лару-тăрăвĕ те паллă вырăн йышăнĕç Çырура. 2015 çулта инновациллĕ çĕнĕ производствăсем уçма палăртнă, çавна май республикăра пурăнакансем валли тивĕçлĕ ĕç укçи палăртакан пиншер хушма ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Иртнĕ çулхи Çырура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла палăртнăччĕ: "... 20 çул хушшинче те эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шута илес тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса çитереймерĕмĕр... Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне çитес виçĕ çулта çỹлерех асăннă çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе муниципалитет пĕрлĕхĕсен харпăрлăх прависене регистрацилессине вĕçлеме тĕллев лартатăп". Ку енĕпе чылай ĕç пурнăçланă: право акчĕсемпе саккунсем йышăннă, пушă выртакан е тĕллевлĕ усă курман çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кăçалхи Çырăвĕнче те çак тĕллевсем палăрĕç.

Çурт-йĕр строительствинче те ỹсĕмсем пур. 2012 çулта эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр калăпăшĕ 310 пин тăваткал метрпа, 2013 çулта - 346 пин тăваткал метрпа танлашнă. 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен "Жилье для российской семьи" программăпа килĕшỹллĕн Чăваш Енре 210 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртеççĕ, 3 пин çемье хваттере тивĕçĕ.

Михаил Игнатьев 2011 çулхи Çырăвĕнче "Çитес çулсенче федерацин М-7 "Волга" автоçула модернизацилемелле. Вăл паянхи кун ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелле - çак тĕллевпе 10,6 млрд тенкĕ инвестици явăçтармалла" тесе палăртнăччĕ. Ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă. 2012 çулхи Çырура республика пуçлăхĕ Сăр юхан шывĕ урлă кĕпер тăвассине вĕçленине, федераци çулĕсене анлăлатма хутшăннине, Шупашкар хулине пырса кĕрекен çулсене реконструкциленине, çакă Чăваш Ене 5 млрд тенкĕ ытла укçа-тенкĕ явăçтарма май туса панине палăртнă.

Иртнĕ çулсенчи Çырусенче Михаил Игнатьев социаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннă тĕллевсене те палăртнăччĕ. Сăмахсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. 2013-2015 çулсенче ялсенче модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пунктне ĕçе кĕртме палăртнă. 2 çулта Чăваш Енре 60 ФАП хута кайнă. Çак кунсенче 4 ФАП ĕçе кĕмелле. РФ Ял хуçалăх министерстви палăртнă тăрăх, Чăваш Ен яллă вырăнсенче фельдшерпа акушер пункчĕсемпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене çĕклес енĕпе çĕр-шыври чи лайăх 8 регион йышне кĕнĕ. Пирĕн республикăран Тутарстан, Калмыки, Мордва республикисем, Пермь крайĕ, Ленинград, Томск, Омск облаçĕсем çеç малта.

Юлашки çулсенче республикăра шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене тăвасси ỹссех пырать. 2012-2013 çулсенче çĕнĕ 11-шер ача сачĕ, 2014 çулта 15 ача сачĕ хута кайнă. 2012 çулта юлашки 20 çул хушшинче республикăра привайхи хут ача çураласси çын вилессинчен иртнĕ. Çак кăтартусем обществăра тăнăçлăх пуррине, çемьесем ыранхи куна шаннине çирĕплетеççĕ.

Республикăра сывă пурнăç йĕркисене тытса пыракансен йышĕ ỹссе пырать. "Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çынах спортпа туслă. Халăх йышлăн хутшăнакан спорт акцийĕсем вăй илсе пыраççĕ, вĕсем унта хутшăнакансене пысăк хастарлăх тата кăмăл-туйăм кỹреççĕ", - палăртрĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2013 çул вĕçĕнче янă Çырăвĕнче. Ĕçне кура хисепĕ. Чăваш Ен сумлă ăмăртусене - 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утас енĕпе Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк илнĕ.

2014 çулта V "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне Чăваш Ен çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерчĕ, унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин, патшалăхăн паллă политика деятелĕсем, тĕнчери спорт федерацийĕн ертỹçисем, чапа тухнă спортсменсем хутшăнчĕç. Çĕр-шыв пуçлăхĕ, мĕн пур хăна форума йĕркелес енĕпе пурнăçланă ĕçе, Чăваш Енре пурăнакансем спорта мĕнлерех юратнине, унăн ырă кăмăлĕпе тараватлăхне тивĕçлипе хакларĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне тухакан Çырăвĕнче кăçал та Чăваш Енĕн малашлăхĕ, аталанăвĕ туллин палăрĕ.



19 января 2015
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter