Шупашкарта Сергий Радонежскийне халалласа Пысăк храм çĕклесе лартма ыркăмăллăх акци старт илчĕ

 Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Турăна шыва кĕртнĕ кун Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Храма çĕклеме ятран кирпĕч» ыр кăмăллăх акцине хутшăннă. Сергий Радонежский ячĕпе халалласа çĕклесе лартма палăртнă Пысăк храма халăхпа пĕрле хар тăрса укçа-тенкĕне пухма килĕшнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш митрополи представителĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, бизнес пĕрлешĕвĕн представителĕсем, культурăпа ӳнер ĕçчешĕсем пуçтарăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Храма çĕклесе лартас ĕçе хутшăнма кăмăл тунисене пурне те чĕререн тав тунă. «Чăннипех те илемлĕ Храм пулĕ республикăра. Тата та ытларах пурнăçа юратакансем, савăк кăмăллă çынсен хисепĕ куç кĕретех нумайланса пырассине нимĕн иккеленмесĕрех калама пултаратăп», - тесе палăртса хăварнă Пуçлăх. Пирĕн республикра тĕрлĕ халăхсен тĕнне пăхса тăракансем валли пĕр пек пур услови те йĕркелесе панине асăннă. Çитĕнекен ăрушăн çакăн пек пархатарлă ĕçсем йркелесе пыни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шупашкар тата Чăваш Митрополитчĕ Варнава пĕтĕм тĕнчепе пĕрле çак Храма пурнăçа кĕртме сĕннĕ. Çак ĕçĕн пуçарăвне Патриарх Кирилл та ырланине пĕлтернĕ. Вăл та ирĕк пани питĕ сăваплă пулнине каланă. «Пĕтĕм тĕнчипех Сергий Радонежскийне пĕлеççĕ. Ют çĕршывсенче те вăл пархатарлă вырăн йышăнать. Енчен те çак Храма хута кĕртсе ярсан, пирĕншĕн пуриншĕн те иксĕлми телей пулĕ», - тесе каланă  Митрополит Варнава. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев Храмăн ĕçне чун ыйтнипе хутшăннине пĕлтернĕ. Ыркăмăллăх акцине  хисеп туса хăй енчен 25 пин укçа парса тав тунă. Енчен те çак Храма çĕклесе лартсан, пĕр харăсах кунта 1000 çын кĕрсе кĕлĕне хутшăнма пултарĕ. Ятарлă çуртăн çĕр лаптăкне Шупашкар хула администрацийĕ уйăрнă. 2014 çулта çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Храмăн пĕрремĕш кирпĕчне торжествăлла майпа хунă. Шăпах çак асăннă кун Сергий Радонежский 700 çул тултарнă кун пулнă. Çак палăртнă ĕçе кăмăл тăвакансем пур те ыркăмăллăх акцине хутшăнса укçа-тенкĕ пухма пултараççĕ. Е тата ятран кирпĕç тăван пĕлĕшсене асăнса хуни те сăвапах пулнине каланă мероприятие килнисем. Тĕплĕнрех



20 января 2015
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter