Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне çулсерен яракан Çырупа тухнă

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 12 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне çулсерен яракан Çырупа тухнă. Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, обществăлла организаци членĕсен,  граждансен сĕнĕвĕсемпе шухăш-кăмăлĕсене шута илнĕ. Асăннă ĕç хутĕнче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсене палăртнă, Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн программисене пурнăçланин ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе, малашлăха вырăнти хăй тытăмлăх тата ĕç тăвакан влаç органĕсем умне лартнă тĕллевсемпе паллаштарасси пулĕ. Паян Çырăва тỹрремĕнех Чăваш Енĕн влаç органĕсен www.cap.ru Порталĕнче, çавăн пекех "Россия-24" информаци каналĕн, Наци телевиденийĕн, Наци радиовĕн, Тăван радио эфирĕнче трансляцилерĕç. Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче 18.30 сехетре Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн Çырăвне тепĕр хут эфира кăлараççĕ. Парламентарисемпе экспертсен комментарийĕсемпе хатĕрлекен ятарлă репортажа кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче 10.20 сехетре "Россия 1" телеканалпа "События недели" программăра кăтартаççĕ. Тĕплĕнрех

Сăн ỹкерчĕксене  (Владимир Иванов хатĕрленĕ)



21 января 2015
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter