Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Пӗрле эпир нумай ҫитӗнӳ тӑваятпӑр! Пӗрлӗхре – пирӗн вӑй!»

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 12 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне çулсерен яракан Çырупа тухнă. Хайĕн Ҫырӑвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  тӑван кӗтес шӑпишӗн пӑшӑр­х­ана­кан, унӑн пуласлӑхӗшӗн вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫлекен мӗнпур ҫын­на чун-чӗререн тав тунă.

«Тӑван йӑваран хакли нимӗн те ҫук», – теҫҫӗ халӑхра. Эпир хамӑрӑн Чӑваш Республикине чун-чӗререн юрататпӑр, унӑн ырлӑ­хӗшӗн патриотла туйӑмсемпе, пӗтӗм чӗре ӑшшине парса, яваплӑха туйса, ырми-канми ӗҫ­летпӗр. Чӑваш Енре пурӑнакансем влаҫ органӗсене ҫирӗп шанни пире хавхалантарать. Умра – ҫӗнӗ тӗллевсем. Тӗнчери лару-тӑрӑва пула сиксе тухакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе экономикӑпа социаллӑ пур­нӑҫа малашне те ҫирӗп аталантарса лайӑхлатасси. Малашнехи ӗҫсем ӑнса пырасса пӗрре те иккӗленместӗп. Эпир тӑван кӗтес ҫутӑ та ырӑ пултӑр тесе, ҫынсем саккуна пӑхӑнса, таса чунпа, тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳре, обществӑн тӗп никӗсӗн – ҫемьен хаклӑхӗсене ҫирӗплетсе пу­рӑнччӑр тет­пӗр. Пурте пӗрле, ҫине тӑрса ӗҫлесе, хамӑрӑн вӑя шан­­са, об­щест­вӑри пӗр­лӗхе тата ҫирӗп­лӗ­хе упраса, йывӑр вӑхӑтра пӗрне-пӗри пу­лӑш­са эпир Чӑваш Енӗн ка­шни ҫе­мйишӗн, кашни ҫын­ни­шӗн тата ту­лӑхрах, тӑнӑҫ пур­нӑҫ ту­ма пултаратпӑр. Пӗрле эпир нумай ҫитӗнӳ тӑваятпӑр! Пӗрлӗхре – пирӗн вӑй! Чӑваш Ен халӑхне мухтав!», - тесе каланă паянхи Çырура республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



21 января 2015
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter