Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕм Раççейри Азербайджансен Конгресĕн ертӳлĕхĕпе Ильгар Гаджиевпа тата регионти уйрăмĕн председателĕпе Азиз Бадировпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕм Раççейри Азербайджансен Конгресĕн ертӳлĕхĕпе Ильгар Гаджиевпа тата регионти уйрăмĕн председателĕпе Азиз Бадировпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Асăннă калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, экономика министрĕ Владимир Аврелькин, культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Азербайджан Республикипе Чăваш Республики хушшинчи çыхăнăва анлăлатни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Паян чăвашсен çĕрĕ çинче 128 тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса лайăх çураçуллă пурăнать. Азербайджансен конгресĕ хăйсен йăли-йĕркине, культурине, мĕн авалтан упранса юлнă паха туприне çамрăк ăрăва парса хăварассипе сахал мар вăй хурса ĕлет. Конкурссенче  тата тĕрлĕ фестивальсенче яланах хăйсене çӳллĕ шайра кăтартса пани те çакнах çирĕплетет. Эпир культурăпа экономика тытăмĕ тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕринпе çыхăнса килĕшсе ĕçлеме хатĕр. Бизнес проектсене пурнăçа кĕртес ĕçре пĕрле тăрăшăпăр. Чăваш Ен тата Азербайджан халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа ĕçлĕпĕр. Чăваш Республикинче электротехника тытăмĕ куç кĕретех вăйлă аталанать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх вăй илсе пырать. Чи пахи – чăвашсен ырă чунĕ», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ильгар Гаджиев республика Пуçлăхне Чăваш Енре пурне те аталанса пыма пĕр пек условисем йĕркелесе панишĕн ырласа тав сăмахĕ каланă. «Эпир Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăва паян тимлĕн итлесе лартăмăр. Халăх республика ертӳлĕхĕн шухăшне ырлани, ун пек ĕçлесе пынишĕн савăнни чăннипех те пысăк телей пуриншĕн те. Эсир кăтартуллă лайăх ĕçлесе пынине кура, тĕрлĕ халăхсем сирĕн ĕçпе кăмăллă, вĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе çураçуллă пурăнни шăпах та çакна çирĕплетет те. Чăваш çĕрĕ çинче пурăнакансем пур те телейлĕ хăйсене туяççĕ», - тесе каланă хăй шухăшне Ильгар Гаджиев.   Калаçу самантĕнче тĕрлĕ ытусене сӳтсе явма май килнĕ. «Азербайджан – Чувашия» халăхсем хушшинчи культура курав центрне йркелесе ярасси пирки те сăмаха хускатнă. Шупашкар районĕнче ял хуçалăхĕпе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртесси пирки канашланă. Пухăннă хăнасене кăçал Чăваш Енре «Раççей çăлкуçăсем» халăхсен пултарулăх фестивальне хутшăнма республика Пуçлăхĕ йыхравланă, уява Республика кунне халалласа ирттерни пирки палăртса каланă. Тĕплĕнрех



21 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter