Ял халăхĕ лайăх условисенче пурăнма тивĕç

Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Муркаш районĕн «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕ» чăваш Республикин автономи учрежденийĕн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов:

 - Мана, ялта пурăнакан çынна, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура ытларах ял çыннисем ячĕпе каланă сăмахсем çывăхрах пулчĕç.

Акă, Чăваш Республики ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене тата офисĕсене хута ярассипе Раççейри лайăх сакăр регион йышне кĕме пултарчĕ. Çак сăмахсем хыçĕнче пысăк ĕç тăрать.

Юлашки икĕ çулта «Ялсене – 100 ФАП» проекта пурнăçласа республикăри ялсенче хальхи йышши 60  фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă.

Çав  шутра пирĕн Муркаш районĕнче - 2 модульлĕ пункт, пĕри – Шомикра, тепри – Мăн Шаптакра.

Çакăн йышши тепĕр пункт пирĕн районти Ярапайкасси ял тăрăхĕнче уçăлмалла.

Çĕр çинче ĕçлекенĕн пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çавăнпа унăн сывлăхне тимлĕх уйăрнине ырăпа палăртас килет.

Ял çыннине кăмăла каякан тепĕр самант çинче те чарăнса тăрас килет.

Михаил Игнатьев Çырура çапла каларĕ:

«… халăх пурăнакан вырăнсенчи урамри çулсем япăх шайра пулни пирки граждансем мана пĕр хутчен çеç мар ÿпкелешсе пĕлтерчĕç.

Эпĕ вĕсен пăшăрханăвне ăнланатăп тата асăннă ыйтусен тĕрĕслĕхне йышăнатăп. Республикăри халăх пурăнакан кашни вырăнах хытă сийлĕ çулпа çыхăнтармалли программăна пурнăçланинчен кĕтнĕ социаллă пурнăçпа экономика эффекчĕ бюджет тăкакĕсемпе шайлашуллă пулса тухаймарĕ.

Асăннă программăна хывнă питĕ нумай укçа-тенкĕ, хавхаланчăк прогнозсене пăхмасăр, инçетри ялсенче производство ĕçне аталантарма катализатор евĕр витĕм кÿреймерĕ, çавăнпа та поселени бюджечĕсем налукран кĕрекен шантарнă йышлă нухрата илеймерĕç. Паян поселенисен çулсене тытса тăма та, çулсем тума та укçа çук.

Йĕркеленнĕ лару-тăрăва тата районсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илсе эпĕ Чăваш Республикинчи халăх пурăнакан вырăнсенчи урамсемпе çул-йĕр тытăмĕн регионти пахалăх стандарчĕсене туса хатĕрлеме хушрăм.

Çав стандартсемпе килĕшÿллĕн 2015 çултан пуçласа ял çĕрĕнчи халăх пурăнакан вырăнсенче куçăмлă сийлĕ автомобиль çулĕсем тума тытăнаççĕ.

Асăннă мерăсене тивĕçтересси пысăк тăкаксемпе çыхăннă, анчах вĕсене пурнăçлама тахçанах вăхăт çитнĕ, ку ĕçе урăх кая хăварма юрамасть, Ял халăхĕ лайăх условисенче пурăнма тивĕç тата вăл ку правăна ĕçлесе илнĕ. Пирĕн çав майсене туса памалла!»

Çакна та ял çыннисем кĕтеççĕ. Кашни ялтах автомобиль çулĕ пулмалла. (Муркаш районĕ)

 



22 января 2015
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter