Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Украинăран ирĕксĕр куçса килекен граждансене пулăшупа тивĕçтерессипе тимлекен ĕç комиссийĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ

Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Украинăран ирĕксĕр куçса килекен граждансене пулăшупа тивĕçтерессипе тимлекен ĕç комиссийĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ. Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче влаç органĕсенче ĕçлекенсем Украинăран килнĕ халăхсем пирки манма юраманнине, вĕсемпе тăтăшах кăсăкланса тăмалли пирки палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина хăйĕн доклатĕнче Чăваш Енре  2015 çул кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне, Украинăран куçса килнисене 1277 çынна шута илнине асăннă.  Харпăрхăй тĕллĕн куçса килекеннисем хăйсен тăван-пĕлĕшĕсем патĕнче пурăнма кăмăл тăваççĕ. Пурне те май килнĕ таран вăхăтлăх пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсем сывлăх сыхлавĕпе, вĕренӳ тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисенче пурăнаççĕ. Хальхи вăхăтра «Санаторий Чувашиякурорт» АУП пурĕ 33 çын, «Контур» АУП – 38-ăн пурăнаççĕ. Медицина учрежденийĕсенче халăхсене тӳлевсĕрех медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ыркăмăллăх фондне 1,9 млн. тенкĕ пуçтарăннă. Вĕсенчен граждансене 930 пин тенкине пулăшу парса хавхалантарнă. Кунсăр пуçне «Российский Красный Крест» пĕтĕм Раççейри обществăлла организаци урлă та укçа-тенкĕ пухăнать. Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн ертӳçин çумĕ Наталья Тараканова хăйĕн сăмахĕнче ятарласа Украина халăхне ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе пушă вырăнсем сахал мар пулнине каланă. Чăваш Ен Премьер-министрĕ Украинăран ирĕксĕр куçса килнисемпе ĕç-пуç аван йĕркеленсе пынине палăртнă. Иван Моторин пухăннисем умĕнче хальхи вăхăтра Федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕн,  Чăваш Республикинче ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсем нормативлă право актчĕсен ĕçĕсене  йĕркене кĕртсе пырассипе ĕçлесе пынине каланă.  Федерацин миграци службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Черничкин хăйĕн доклатĕнче Чăваш Ене халĕ те Украинăран халăхсем куçса килме пăрахманнине палрнтнă, халĕ вара малтанхипе танлаштарсан, халăхсем тăтăшах пĕр вĕçĕмсĕр килсе тăманнине те пĕлтернĕ.  

 Тĕплĕнрех



22 января 2015
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter