Юлашки вӑхӑтра тӑван республика малашлӑхӗшӗн ӗҫлӗ килӗшӳсем нумай тунӑ

Республика Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев Чӑваш Патшалӑх Канашӗ тата пӗтӗм халӑх патне тухнӑ черетлӗ Ҫырӑва тӳрремӗн итлеме хальхинче массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене те чӗнни савӑнтарчӗ. Ҫакӑ Михаил Васильевич журналистсене хисепленине яр уҫҫӑн ҫирӗплетет.

Ҫырупа тимлӗ паллашнӑ май, юлашки ҫулсенче, уйрӑмах тӑватӑ ҫул хушшинче, республика сулмаклӑ аталану ҫулӗ ҫине тӑни куҫкӗрет. Унччен ҫулсерен тенӗ пек пысӑк предприятисене панкрута кӑларса пин-пин ҫынна ӗҫсӗр тӑратса хӑварнӑ тапхӑра манман-ха. Иртнӗ ҫывӑх ҫулсенче кунашкал тӗслӗхсем пулманни савӑнтарать, вуҫех урӑхла, хӑватлӑ ҫӗнӗ предприятисем туса хута яни тӑнӑҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать. М.Игнатьев тӑрӑшнипе республикӑра ял хуҫалӑхӗ вӑй илсе пырать. Ял ҫыннисем те патшалӑх пулӑшӑвне туйса малашлӑха шанса ӗҫлеҫҫӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ ҫынсен шӑпине чӗре патне илни унӑн ӗҫӗсенче аван курӑнать – демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑран ачасене шкул ҫулӗчченхи вӗрентӳпе тивӗҫтересси пысӑк тимлӗхре. Юлашки 20 ҫул хыҫҫӑн пуҫласа ача сачӗсем хута кайма тытӑнчӗҫ. Ял ҫыннисемшӗн пирвайхи медицина пулӑшӑвӗ илесси ҫывӑхланчӗ тата ытти те.

Юлашки вӑхӑтра тӑван республика малашлӑхӗшӗн ӗҫлӗ килӗшӳсем нумай тунӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ ӗнтӗ.

Михаил Васильевич тӑван республикӑна парӑнни, вӑл унӑн ҫыннисемшӗн чунтан хыпса ҫунни кулленхи ӗҫӗнче уҫҫӑн паларать. Вӑл малашне те республикӑра пурӑнакансене пӗрле алла-аллӑн ӗҫлеме чӗнсе каларӗ. М.Игнатьев Чӑваш Ен Раҫҫейре тӗрлӗ нацисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнакан, туслӑ, тӑнӑҫлӑ, тараватлӑ регион ятне сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшни ҫырура та палӑрчӗ.

«Сарӑ хаҫатсем» юлашки вӑхӑтра республика ертӳҫисен ӗҫне варалама хӑтланаҫҫӗ пулин те, халӑхшӑн тунӑ курӑмлӑ пӗтӗм ӗҫ куҫ умӗнче.

В.Николаев,

Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ.



22 января 2015
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter