Районтан утмăл иккĕн хутшăнаççĕ

Кашни вĕренÿ çулĕнчех Раççейри шкул ачисен олимпиади иртет. 2014-2015 вĕренÿ çулĕнчи Пĕтĕм Раççейри олимпиада РФ Вĕренÿпе наука министерстви палăртнă ятарлă йĕркепе пулать. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче те ятарлă положени çирĕплетнĕ.

Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин муниципалитет тапхăрĕ иртнĕ вĕренÿ чĕрĕкĕнче вĕçленчĕ. Ноябрь-декабрь уйăхĕсенче пирĕн районти шкул ачисем пурĕ 21 предметпа йĕркеленĕ олимпиадăсене хутшăнчĕç: 7-11 классенче вĕренекен пурĕ 1576 ача. Вĕсенчен призлă вырăнсене 293 ача тухма пултарчĕ, 90-шĕ - Олимпиадăн муниципалитет тапхăрĕн çĕнтерÿçи.

Январĕн 14-мĕшĕнче Олимпиадăн регион тапхăрĕ пуçланчĕ. Унта пирĕн районти 62 вĕренекен хутшăнать. Камсем-ха вĕсем; Муниципалитет тапхăрне хутшăнса регион шайĕнче хутшăнма кирлĕ чухлĕ балл пухнă ачасем тата иртнĕ вĕренÿ çулĕнче регион шайĕнче призер е çĕнтерÿçĕ пулса тăнă ачасем - хальхи вăхăтра та вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренеççĕ пулсан.

Олимпиадăн регион тапхăрĕ февралĕн 11-мĕшĕнче вĕçленет. Унта хутшăнакан пирĕн вĕренекенсене пурне те ăнăçу сунатпăр. Вĕсем район чысне тивĕçлĕ хÿтĕлессе шанатпăр.

(Муркаш районĕ)



22 января 2015
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter