Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игатьев Чăваш Енри колледжсемпе техникумсенче вĕренекен çамрăксемпе тĕл пулнă

 Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игатьев механикăпа технологи техникумĕнче Раҫҫей студенчӗсен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Енри колледжсемпе техникумсенче вĕренекен çамрăксене пуçтарнă. Уява Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев студентсене çывхарса килекен Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламланă. «Студент пулнă вăхăтсем пурнăçри чи асра юлнă тапхăрсем. Пирĕн обществăн чи хастар та активлă пайĕ çамрăксем. Енчен те ĕçре ăнăçусем тăвас тетĕр пулсан, ĕçлеме ӳркенмелле мар, пуçаруллă, хастар та мал ĕмĕтлĕ яланах пулмалла. Ĕç çыннине мухтаса ун пирки тăтăшах асăнмалла. Тĕслĕх вырăнне тăратмалла. Квалификациллĕ рабочий пулма паян питĕ вырăнлă. Енчен те тĕрлĕ станоксем умĕнче тăрас тетĕр пулсан, ăста пысăк тавракурăмлă специалистсем пулма тăрăшмалла. Шансах тăратăп, эсир мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пырасса», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех Чăваш Ен Правительстви, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсем вĕренӳ тытăмне пысăк витĕм кӳрсе пынине палăртнă. Çамрăксене валли кирлĕ пек пур услови те йĕркелесе панине каланă. Вĕренӳ учрежденийĕсене сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать.  Ĕçпе тивĕçтерекен организацисемпе предприятисемпе тăтăшах çыхăну тытса ĕçлени куç кĕретех. «Ҫамрӑк ҫынсем экономикӑн ытти сферин­че те питех те кир­лӗ, мӗншӗн тесен республикӑра тӑтӑшах ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑ­лаҫҫӗ тата ҫӗ­нӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Паян ытларах электротехника тытăмĕнче çамрăк ăстаçăсем вăй хураççĕ, вĕсем 28-35 çула çитнисем.  Çĕнĕлле ĕçлесе пыма пулăшакан Центр та пур. Кунта пĕтĕмпех çамрăксем хăйсен пуçаруллă ĕçĕсене пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура 2015 çулта çакнашкал  7 Центра хута яма палăртнă», - тесе аса илсе хăварнă Михаил Игнатьев. Кунсăр пуçне Пуçлăх паян, Чăваш Енре Çамрăксен Правительствине йĕркелесси пирки Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинчи çамрăксене пултаруллă та ăста пысăк тавра курăмлисене,  патшалăх премийĕ­сене парассине йăлана кĕртнĕ, пултар­у­лӑх­ри ӑнтӑ­лу­шӑн кашни ҫулах яш-кĕрĕме стипенди тӳлесе хавхалан­тараççĕ.  Михаил Игнатьев çамрăксен пуласлăхĕ пирки нимĕн иккеленменине, шăпах та вĕсем Чăваш Енпе тăван тавралăха, республикăна илемлĕрех те пуянрах пулма пулăшасса шанса каланă. Стипендие илме тивĕçлĕ пулнă каччăсемпе хĕрсене свидетельство парса хисеп тунă.  2006-2014 çулсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине Чăваш Енре пурăнакан 571 çамрăк тивĕçнĕ. Чăваш Республикинчи 34 предприятисемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне Мускавпа Ленинград облаçĕсемпе те çыхăнăва аван йĕркеленĕ. Предприятисенче ятарлă вĕрентӳ класĕсене хута янă. Тĕплĕнрех



23 января 2015
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter