Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Студентсем – обществӑри чи хастар та мал ӗмӗтлӗ ҫынсем. Эсир ҫамрӑк та хӗрӳллӗ, мӑнаҫлӑ та пуҫаруллӑ, пуҫӑрта ҫӗнӗ тӗллевсемпе тӗлӗн­термӗш иде­й­ӑ­­сем ҫуралсах тӑраҫҫӗ. Палӑртса хунӑ ҫутӑ ӗмӗтӗрсем пурнӑҫла­насси вара ве­ҫех хӑвӑртан килет. Патшалӑх сире пултару­лӑхӑрпа туллин усӑ курма кирлӗ майсем туса парать. Анчах та пурнӑҫра ҫитӗнӳ тӑвас тесен ӗҫчен, тимлӗ тата тӑрӑ­шул­лӑ пулмалла. 

Чӑваш Республикинче ӗҫ паракансемпе вӗренӳ организацийӗсем пӗр-пӗ­рин­пе тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Электротехника тата машиност­ро­ени факульте­чӗсенчен вӗренсе тухакансем пурте предприятисене ӗҫе выр­на­ҫаҫ­ҫӗ тата ти­вӗҫ­лӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫынсем экономикӑн ытти сферин­че те питех те кир­лӗ, мӗншӗн тесен республикӑра тӑтӑшах ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑ­лаҫҫӗ тата ҫӗ­нӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ.

Спортпа туслашма физкультурӑпа спорт комплексӗсем, бассейнсем, стади­онсем ҫӗклесе лартнӑ, искусствӑлла сийпе витнӗ футбол уйӗсем тунӑ. Уйӑхра пӗрре –  Сывлӑх кунӗнче – вӗсемпе тӳлевсӗр усӑ курма май пур. 

Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсен шутне пулта­рул­лӑ ҫамрӑксене тупса палӑртассипе пулӑшу парасси те кӗрет. Наукӑпа техника тата наукӑпа тӗпчев ӗҫӗнчи пултарулӑха популяризацилес тата унӑн тухӑҫлӑхне ӳс­терес тӗл­левпе кашни ҫулах 200 ытла ӑслӑлӑх меро­при­я­ти­йӗ иртет, унта студент­сем хӑйсен ӑс-хакӑлне тата пултарулӑхне туптаҫҫӗ.

Чăваш Республикинче  çамрăксен патшалăх премийĕ­сене парассине йăлана кĕртнĕ, ăна 108 çын тивĕçнĕ. Пултар­у­лӑх­ри ӑнтӑ­лу­шӑн кашни ҫулах пӗр пин каччӑпа хӗре стипенди тӳлесе хавхалан­тарат­пӑр, кашни уйăра тӳлекен стипендие 12 пин çамрăк илет. Ҫам­рӑксен пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата чи кирлӗ пуҫарӑвӗсене укҫа-тенкӗ уйӑрса пу­лӑ­шатпӑр.

Пирӗн яш-кӗрӗм паянхи пур пек майсемпе пӗлсе усӑ курасса тата хамӑрӑн юратнӑ республикӑна пуянрах тата капӑртарах тӑвасса шанса тӑратӑп.

Мĕнпур студента ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу тата  юрату сунатăп!

 

        Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                     М. Игнатьев

 




23 января 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter