Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре К.В.Иванов тата Литература çулталăкне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче  Чăваш Енре К.В.Иванов тата Литература çулталăкне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă. Уява Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, культура министрĕ Вадим Ефимов, вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов  хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Литература çулталăкĕ 2014 çулта Культура çулталăкне малалла тăсни пулнине каланă. Патриотизм туйăм ыйтăвĕсемпе ĕçлеме кăмăл-сипет, культурăн тĕп тымарĕсене малалла тăснин пĕлтерĕшĕ пысăк тесе палăртнă. Литературăна вулассине пăрахăçланине çĕнĕрен вăй илтерсе çунатлантарса ямаллине уйрăммăн палăртнă. Чăваш Республикинче 2015 çула К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа йышăннине асăннă. «Çыравçă чи паллă ĕç «Нарспи» поэмăна калăплани пурин чĕрине те ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Унăн хайлавĕнче çынна юратма, тăван çĕре хисеплеме, мăн асаттесен йăли-йĕркисене ас тивсе пурăнма, тĕлĕнмелле паха культурăна çырса кăтартнă. Эпир çак пархатарлă ĕçе, пуян тупрана упраса хăварма тивĕç. Çитĕнекен ăрăва та ырă ĕçсене вĕрентсе хăварма пĕлмелле. Пирĕн яш-кĕрĕмĕн кăмăл-сипет туйăмне яланах ăша хывса пурăнмала», - тесе уйрăммăн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ, уявра Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе ĕçре хастар пулнисене чысланă. Вĕсем хушшинче: Йĕпреçре шкулта ĕçлекен Валентина Карсакова вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен, Шупашкарти 4№-лĕ лицейре вĕрентекен Валентина Михайлова, Шупашкар районĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Евгений Майков тата Каçал енре тутар чĕлхине  вĕрентекен Рамиля Мезитова. Республикăри çамрăк вĕрентекенсене, вулавăшсенче тимлекенсене ятарлă стипендие тивĕçнисене свидетельство парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



23 января 2015
16:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter